Тăрăшса ĕçлесен çитĕнӳ пулатех
Раççейри «Т Плюс» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Адрей Вагнер Шупашкарта регионсен хушшинчи пресс-конференци ирттерчĕ. Иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе малашнехи тĕллевсене палăртрĕ. Унта «Т Плюс» пĕрлешĕвĕн Мари Элти тата Чăваш Енри филиалĕн ерӳçисем те хутшăнчĕç. Пресс-конференцире Чăваш Енри журналистсен те ыйту пама май пулчĕ. Çĕршыври экономика йывăрлăхне пăхмасăр «Т Плюс» пĕрлешӳ çуллахи компанин ĕçне вăхăтра пурнăçланă. Хĕллехи тапхăра пĕр йывăрлăхсăр кĕнĕ. Инвестици программисене 40 миллиард тенкĕлĕх упраса хăварнă. 700 çухрăма яхăн ăшă пăрăхне хума палăртнă. Çĕнĕлле ĕçлеме пуçлани çитĕнӳсем тума пулăшать. «Т плюс» пĕрлешӳ «цифра трасформацийĕ» программăна ăша хывнă. Ку ĕç хăвăртлăхне ӳстерме май парать. «Т плюс» пĕрлешӳ ĕçченĕсем çут çанталăка яланах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. 20 çулта пур станци те кăвак çулăмпа ĕçлеме пуçланă. Ку ĕнтĕ сывлăша вараламасть. 2023-мĕш çул тĕлне компанире пур оборудование те газ çине куçарма тĕллев лартнă. Раççейри «Т Плюс» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Адрей Вагнер каланă тăрăх, регионсенчи йывăрлăхсене пăхмасăр çынсем ăшăшăн тата вĕри шывшăн вăхăтра тӳлеççĕ. Анчах парăм ыйтăвĕ паян та çивĕч. Вăл 53 миллирад тенкĕпе танлашать. Ку укçа-тенке юсав ĕçĕсене ирттерме тата ăшă пăрăхĕсене улăштарма кайнă пулĕччĕ, палăртрĕ пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ. «Халĕ пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – хутса ăшăтмалли тапхăра пĕр кăлтăксăр, тивĕçлĕ ирттересси», – пăлăртрĕ Андрей Александрович. Пресс-конференцие кашни регион ыйту хатĕрленĕ. Чăваш Енрен «Хыпар» хаçат редакторĕ Николай Коновалов «Т Плюс» компани кăçал социаллă ыйтусене пурнăçлассипе мĕнле ĕçленипе кăсăкланчĕ. Пĕрлешӳ пулăшнипе Çĕнĕ Шупашкарта ача-пăча лапамĕсем тунă, Атăл леш енче йывăçсем лартса тавралăха илемлетнĕ. Раççейри «Т Плюс» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕ Адрей Вагнер 2022-мĕш çулта социаллă проектсене пурнăçлама компани 26 миллион тенкĕ тăкакланине каларĕ. 2023-мĕш çулта ку енпе ĕçсем тата та пурнăçланĕç. «Грани» хаçат редакторĕ Андрей Сергеев Çĕнĕ Шупашкарта пăрăхсене улăштарассипе ĕçсем мĕнле шайра пурнăçланнине ыйтса пĕлчĕ. Иртнĕ çул «Т плюс» компанипе Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕ концессиллĕ килĕшӳ çирĕпленине каларĕ Андрей Вагнер. Çавна май пăрăхсене улăштарасси тивĕçлĕ пырать. Ку енĕпе палăртнинчен те ытларах ĕçлеме тĕллевленĕ.