Çутăсăр май çук
Чăваш Енре ялсене электроэнергипе тивĕçтерес ĕç туллин пырать. Çутă пралуксем патне çитме ансат мар пулни çакна вăраха ячĕ. Вăрнар районĕнчи насус станцине электричество вăрман урлă пырать. Йывăçсем асар-писер ӳксе пĕтнипе татăлнă вырăна çитме те май çук. Çутă пралуксене сыпăнтарма çитме йывăçсем касма тӳр килет. Урăхла май та çук. Юр тата пăрлă çумăр çунипе йывăçсен турачĕсем самай йывăрланнă. Чăтайманнипе вĕсем çул тата çута пралукĕсем çине ӳкеççĕ. Ку питĕ йывăр лаптăк. Кунта халĕ те электричество пралукĕсем татăлаççĕ, çутă юписем хуçăлаççĕ. Паян ĕçсене вĕçлесе пыраççĕ ĕнтĕ. Вăрнар районĕнче пурăнакансем çутă çуккине халь аса илеççĕ çеç. – Халь питĕ лайăх. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Кивĕ шуртан ялĕнче пурăнакансем те тăватă кун çутăсăр ларнине пĕлтереççĕ. Ĕçсем малалла пыраççĕ. Район администрацийĕ ыйтăва тимлĕхре тытать.