Добавить
Уведомления

Тăрăшсан ӳсĕм пулатех

Республика пуçлăхĕ Олег Николаев ĕçлĕ çул çӳревпе Мускав хулинче. Раççей Федерацийĕн промышленность тата суту-илӳ министрĕ Денис Мантуров Чăваш Ен пуçлăхĕпе Олег Николаевпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕ. Олег Алексеевич Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2020-2024-мĕш çулсенчи программипе паллаштарчĕ тата ăна пурнăçламалли тапхăра тăсма сĕнчĕ. Денис Мантуров калаçăва ырларĕ, программăна малалла тăсассине, 2024-мĕш çулта уйрăм ĕçсен кăтартăвĕсем тăрăх татса парассине каларĕ. Чăваш Ен пуçлăхĕ çĕнĕ инвестици проекчĕсемпе паллаштарчĕ. Водород перекисьне Чăваш Енре туса илме май паракан производствăна 2024-мĕш çулта хута ярассине каларĕ. Республика кăларăм валли Елизавета Цветкова

12+
86 просмотров
3 года назад
8 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии