Çĕнĕ ферма савăнтарать
Чăваш Енре хуçалăхсем аталану çулĕпе пыраççĕ. Кăçал çеç республикăра 5 000 пуç ĕне, пăру тытмалли 10 вите хута кайрĕ. Красноармейски тата Элĕк районĕсенче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те ĕçлерĕ. Яманак ялĕ çывăхĕнче чăваш юрри янăрать. Савăнмалăх сăлтавĕ те пур – кунта кĕске вăхăтра 400 пуç тытмалăх пăру вити çĕклесе лартнă. СВЯТОСЛАВ ИВАНОВ: «Паянхи куна ку çĕнĕ телятника малалла пăхса строить турăмăр. Çитес çул çĕнĕ ферма 500 пуçлăх доильный залпа хăпартасшăн. Ĕне пуласси пĕр çулта пулмасть, икĕ çул иртет, çавăнпа телятник тăвас терĕмĕр. Паянхи кун сĕтпе ĕçлеме усси пур. Мĕншĕн тесен апат хакĕсем пĕртак йӳнелчĕç, сĕт хакĕ чакмарĕ». 45 миллион тăракан объекта тăватă уйăхра çĕкленĕ. Пăрусене вĕренпе кăкармаççĕ, витере ирĕкре çӳреççĕ. Ĕçтермелли шыва ăшăтма май пур. Паллах, навуса та алăпа кăлармаççĕ. Кунта пур ĕçе те механизациленĕ. Ĕçе çăмăллатни тухăçлăхра та палăрать. «Красное Сормово» хуçалăхра кăçал кăрлач-чӳк уйăхĕсенче 3 пин тонна яхăн сĕт суса илнĕ. Лайăх кăтартупа савăнтаракансене патшалăх та пулăшать. Сĕт сăвăмне тата та ӳстерме хуçалăха 16 миллион тенкĕлех субсиди панă. Элĕк районĕнчи «Новый путь» хуçалăх та пурнăçпа тан утма тăрăшать. «Пĕр вырăнта чарăнса тăрсан аталанасси пулмасть, çĕннине шырамалла, пурнăçа кĕртмелле – çакна мала кăлараççĕ хуçалăхра. Кунта республикăра пĕрремĕш робот ĕçлекен 200 пуçлăх вите уçăлнă. Ăна 2021-мĕш çулта хута яма пуçланă. Инвестици проекчĕн хакĕ 60 миллион тенкĕпе танлашать. Унăн çурри кирлĕ оборудовани туянма кайнă. – Пĕрремĕш робот пирĕн ĕçлесе кайрĕ. Ку енпе çав технологисене пирĕн Чаваш Республикинче, анчах Раçсейре çакăн пек роботсем 100 ытла ĕçлеççĕ. Çакăн пек хуçалăхсем сĕт пуласлăхне те, ун пахалăхне те çитĕнтернĕ май хăйсем те лайăхрах ĕçлесе пыраççĕ. Çавăнпа та та çак практикăна пăхса эпир те тĕпчесе тăрăпăр. Çакăн пек технологисене, паянхи технологисене аталантарма пулăшса пырăпăр хамăр хуçалăхсенне.