Добавить
Уведомления

Республика Пуçлăхĕн гранчĕпе 3 спектакль лартнă

Цифра технологийĕсем кунран-кун аталанса пыраççĕ. Вĕсем пирĕн пурнăçа хăтлăрах тунипе пĕр танах тĕрлĕ ӳнер тĕсне те çĕнĕлле кăтартма май параççĕ. Чăваш патшалăх пукане театрĕ те вăхăтпа пĕр тан утма тăрăшать. Кăçал унта Ольга Туркай пьесипе лартнă «Сан йыхравна эп илтрĕм» монодрама лартнă. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе сцена çине кăларнă. Çакнашкал тĕрев пукане театрĕнче 3 çĕнĕ спекаткле кун çути кăтартма май панă. Республика Пуçлăхĕн гранчĕпе сцена çине кăларнă спектакльсем хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăраççĕ. «Сказка о ёжике, волшебном лесе» спектакль ачасем валли пулсан, «Сан йыхравна эп илтрĕм» монодрамăна вара çамрăксемпе аслăраххисене халалланă. Ăна çĕнĕ технологисем пулăшнипе хатĕрленĕ. Экран çинче те, артистсен тумтирĕ çинчен те тăтăшах Афган вăрçипе çыхăннă тĕссем тата сăн ӳкерчĕксем тухаççĕ. Вĕсем ывăлне çухатнă Амăшĕн сăнарне, унăн хӳйхине куракансем патне ĕнентерӳллĕрех илсе çитерме май параççĕ. ЕЛЕНА ХОРЬКОВА: «Кун пек спектакльсем те кирлĕ пуль, хаш-пĕр чухне чуна тасатма, макăрма, куççуль тухмашкăн. Куççуле те вĕт ăна кăлармалла. Хам та вара çак спектакль хыççăн пĕр 2-3 кун çавăн пек çӳретĕп шутласа. Шухăшлаттармалли спектакль». Цифра хатĕрĕсемпе усă курса лартнă спектакльсем республикăра нумаях мар. Çапах вĕсен шутне çулсеренех ӳстерме тĕллев лартаççĕ. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Иммерсивный спектакль кăтартма тĕрлĕ цифрăллă технологисем пурнăçа кĕртеççĕ. Эпир хăнăхнă, пукане театрĕ вăл пуканесемпе выляса кăтартнă спектакльсем, юмахсем тесе. Çак çĕнĕ технологисем пире май параççĕ пĕчĕк ачасем валли анчах мар, аслисем валли те спектакльсем кăтартма». Республика ертӳлĕхĕ пукане театрне кăçал 1 миллион тенкĕ грантпа хавхалантарнă. Çак тĕрев пĕлтерĕшĕ пысăк, ăна артистсем çеç мар, куракансем те çĕнĕлле лартнă спектакльпе хак пама ĕлкĕрĕ. РИММА ТИМОФЕЕВА: «Спектакль питĕ килĕшрĕ. Ытларах çавăн пеккисем кăтартсан эпир тата ытларах савăнмалла». Пукане театрĕн артисчĕсем кăçал «Сăр чикки» проекта пурнăçлама та хутшăннă. Хастар ĕçшĕн тав туса вĕсене Чăваш Республикин культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Светлана Каликова асăну медалĕсемпе чысларĕ, малашне те хавхаланупа ĕçлесе çĕнĕ çитĕнӳсем тума сунчĕ.

12+
127 просмотров
3 года назад
15 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии