«Сăр чикки» оперăпа уçăлĕ
СССР халăх артисчĕ, Сталин премийĕн лауреачĕ, «Пурнăçа патшашăн» оперăра Иван Сусанин сăнарне калăплакан тата ытти те. Сăмах Максим Михайлов опера юрăçи пирки пырать. Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлне халалласа Шупашкарта 1991-мĕш çултанпа унăн ячĕпе пĕтĕм тĕнчери опера фестивальне йĕркеленĕ. Кăçал вăл юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕччен иртмелле. Опера фестивалĕн вăрттăнлăхĕсемпе Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ пресс-конференцире уçса пачĕç. Максим Михайлов ячĕпе хисепленсе тăракан пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ «Сăр чикки» оперăпа юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче уçăлĕ. Çак куна ахальтен суйламан. Шăп çак кун 81 çул каялла хӳтĕлев чиккисем тума йышăннă. Чăваш Енре те çак кунран мобилизаци пуçланнă. Сăр тата Хусан хӳтĕлев чиккисем тăшмана Мускава илсен малалла кайма чармалла пулнă. «Сăр чикки» оперăна Екатерина Блинова композитор хатĕрленĕ. Либреттине Карина Шебелян çырнă. Оперăна чăваш халапĕсемпе халăх историне усă курса хатĕрленĕ. Ăна окоп чавакансене халалланă. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче «Ася», «Асамлă флейта», «Золушка» оперăсем те пулĕç. Фестиваль чӳк уйăхĕн 6-мĕшĕнче гала-концертпа вĕçленĕ.