Çул такăрланать, анчах…
М-12 трассăна тунă чухне регион шайĕнчи çулсем юрăхсăра тухрĕç. Вĕсене юсаса такăрлатасси паян мĕнлерех пырать? Çак ыйтăва уçăмлатма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çурт-йĕр политикин тата инфраструктура аталанăвĕн комитечĕн пайташĕсем Пăрачкав районне çитсе килчĕç. М-12 çул çинчи чармавлă вырăн – «Сиявы – Кожевенное – Кудеиха». Ăна йĕркене кĕртесси пирки тахçанах калаçаççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем ку тăрăхра кашни виç уйăхра пулаççĕ тесен те йăнăш мар. Утă уйăхĕнче подрядчикпа юрăхсăра тухнă çула авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен юсамалли çинчен килĕшӳ те тунă. Анчах ĕçсем кунта иртнĕ уйăх варринче çеç пуçланнă. «Кожевенное Гарт» тата «Пăрачкав-Мочкас» çулпа ытларах транспорт çӳрет. Пĕтĕмпе 12 çухрăм çула такăрлатмалла. Палăртнин çурринче асфальтăн çиелти сийне хырса илнĕ. Ĕçлемелĕх пур. «Автобан» компанин хушма подрядчикĕ – Чăваш Енри çул такăрлатассипе тимлекен организацийĕ паян «Кожевенное Гарт» çул çинче тăрăшать. НИКОЛАЙ УГАСЛОВ: «Сăлтавĕсем пиртен килмен. Мĕншĕн тесен эпир договорсăр ĕçлеме пуçлаймастпăр. Договор условисене «Автобан» енчен тăваççĕ. Вĕсем хăйсен енчен мĕнле хатĕрлерĕç, эпир вара тӳрех. Унта тата çакăн пек кăлтăксем пур – банковский гаранти теççĕ. Банксем тӳрех тумаççĕ вĕсене. Вăхăт хăвăрт иртет. Банковский гарантисĕр аллине пусмаççĕ. Çавăн пек вăхăт иртсе кайрĕ». Яваплисем кунти çула чӳк уйăхĕн вĕçĕнче такăрлатса пĕтерме шантараççĕ. Чăрмавлă çулсем çинче транспорта вăхăтлăх е пач та çӳреме чармалла – Пăрачкав район администрацийĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн çурт-йĕр политикин тата инфраструктура аталанăвĕн комитечĕн пайташĕсем çак ыйтăва та пăхса тухрĕç.