Çатракассисене çĕнĕ çул çапăçтарать
Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çатракассинче пурăнакансем Чăваш Ен наци телекуравне шăнкăравласа пулăшу ыйтрĕç. Çĕнĕ çул пахалăхĕ пурне те тивĕçтермест иккен. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна тухса çак ыйтăва уçăмлатма тăрăшрĕ. РЕГИНА КУБАЙКИНА: «Сĕнтĕрвăрри районĕнче Çатракассинче пурăнакансен пысăк савăнăç. Нумаях пулмасть кунта çул сарнă. Çапах та вăл пурин патне те çитмен». НАТАЛЬЯ ЛУКОЯНОВА: «Эсир пĕччен анчах мар, ман сирĕн пеккисем питĕ нумай çынсем. Пурне те укçа çитмест. Туса параймастпăр терĕç. Раççей Правительстви ялти çынсем хулари пек чиперех пурăнмалла тесе калать. Çавна тăрăшмалла администрацин. Тăрăшмаççĕ. Питĕ кӳренетпĕр ун пирки». Икĕ çул каялла Сĕнтĕрвăрринчен лăпкă вырăн шыраса Çатракассине пурăнма куçнă Наталья Лукояновăна ял тăрăхĕн пуçлăхĕ каланă сăмахсем пĕрре те тивĕçтермеççĕ. Çавăнпа Раççей Президентĕнчен Владимир Путинран пулăшу ыйтас шухăшлă вăл. Интернетпа тем тĕрлĕ çыру та шăрçалама май пур-çке. НАТАЛЬЯ ЛУКОЯНОВА: «Çулĕ кирлĕ тухма, кĕме. Васкавлă пулăшу машинмсем килме чĕнес тĕк, питĕ кирлĕ. Мĕн те пулин килсе илсе килмелле тĕк. Пурнăç вăл çавăн пек. Çӳремесессĕн мĕнле пурăнан». Ялта ытларах аслăрах ăрурисем пурăнаççĕ. Çамрăксем хуланалла тарса пĕтнĕ. Ĕмĕр тăршшĕ тĕп бухгалтерта вăй хунă Маргарита Савинова виççĕмĕш çул ĕнтĕ лавккана та тухса çӳреймест. Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ кунсерен сывлăх хавшанине туйса пыратăп тет. Мăшăрĕ ĕмĕрлĕхе куçне хупнăранпа пушшех. Ялти тĕп урам шăпах вĕсен çуртĕнчен пуçланать. Мĕншĕн çул вĕсем патне çитейменнине вăл ăнланма пултараймасть. МАРГАРИТА САВИНОВА: «Директор Орлов Николай Михайлович пурччĕ. Проектсене вăл пĕтĕмпех хатĕрленĕ. Колонкисене пĕтĕмпех Николай Михайлович чухне тунă. Тăрăшнă ялшăн. Çавăн пек тăрăшакан çын çук ялта». Машина, ытти техника кунта ытлашши иртсе çӳреймест. Тăм йĕпе-сапа çанталăкра питĕ яка, тимĕр утсем çырмана е çул айккине чăмни пĕрре мар пулкаланă. Çĕнĕ çула çырма урлă каçарма хыснара укçа çитеймен. АЛИНА ПОТЕМКИНА: «Эпир çак çула 2019-мĕш çулта юсасси пирки плана кĕртсе хунă пулнă. 2022 çул çитрĕ. Ремонт тума дорожный хозяйство тетпĕр бюджета укçа 1 миллион 261 000. Çавăнсăр пуçне хĕллехи çула тасатасси 337 000, 924 600 çак ремонт тăвас çул çине заложено». Хăйăр, вак чул, асфальт тĕпренчĕкĕ сарас ĕç халĕ те вĕçленмен-ха. Подрядчик çулла пурнăçлас ĕçсене тăсса янă. Юрать Андрей Абрамов усламçă çак конкурсра çĕнтернĕ. Çулсем питĕ япăх пулнипе никам та ку кăткăс ĕçе хутшăнасшăн мар тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алина Потемкина. Хăй те вăл çак ялтах çуралса ӳснĕскер, Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи çамрăк пуçлăхсенсен пĕри шутланать. АЛИНА ПОТЕМКИНА: «2019-мĕш çулта метраж вăрăмрахччĕ. Материалсем хакланнипе 400 метр кăна юлчĕ. Çавăнпа та пирĕн тепĕр çул аукцион пырать, ремонт дороги пăхса хăварнă. Экономленный укçа пулсассăн çакăнта юсама тăрăшатпăр». АЛЕКСЕЙ ОРЛОВ: «Çак вăхăтчен кам ял тăрăхĕн пуçлăхĕ пулнă, кун пек çул никам та туман. Хамăр инициативăпа, паллах. Сарса парас пулать. Пулăшу пурин те кӳрес пулать. Рита Ивановна пĕччен сартараймасть вĕт çула. Ял халăхĕ пулăшмасан, паллах, сараймасть». «Халăх пуçарăвĕ» программăпа тем пек усă курасшăн, çапах та ку тăрăхра усламçăсем çук, çынсем те хăй шучĕпе укçа тӳлесе тĕрлĕ проект пурнăçлама васкамаççĕ тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Çапах та ку ыйтăва тимлĕхре тытма, тăван ялĕнчи çынсене пулăшма шантарать Алина Потемкина. Эпир те çак лару-тăрăва куçран вĕçертместпĕр.