Добавить
Уведомления

Коррупци çулне пӳлеççĕ

Патшалăх тытăмĕнче коррупципе çыхăннă преступленисене тупса палăртасси – влаç тата право хуралĕнче тăрăшакансемшĕн яланах малти вырăнта тăрать. Сĕтевпе кĕрешес лару-тăрăва паян республика Пуçлăхĕ ирттернĕ координаци канашĕнче пăхса тухрĕç. Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тата бюджетпа автономлă учрежденисенче кăçал 1183 йĕркене пăснă тĕслĕх тупса палăртнă. Должноçри 27 çынна административлă майпа явап тыттарнă. ПЕТР КУПРИН: «Пĕр енчен пăхсан, закон пĕр вырăнта тăмасть вăл, малаллах аталанса пырать. Çак законсенче хăш-пĕр çĕрте пĕлмен вырăнсем те пур. Вĕсене ăнлантаратпăр. Ытларах счетсемпе ĕлĕкхисем тухаççĕ. Йывăр тапхăрта çынсем ытларах кредит оформлять туса илнĕ. Укçине тӳлесе татнă, счетне хупман. Вĕсем тĕрĕсленĕ чухне тухаççĕ. Тата кăçалтан çынсене мĕн чухлĕ укçа килнине шута илме пуçларăмăр. Если вĕсен унта 3 çултан ытларах укçа килнĕ пулсан эпир ыйтатпăр: ăçтан килнĕ, мĕн пирки килнĕ. Если ыйтусем юлаççĕ пулсан пăхса тухма прокуратурăна яратпăр». Патшалăх тытăмĕнче вăй хуракансем валли коррупципе кĕрешессипе вĕренӳ семинарĕсем ирттерни те пулăшу кӳрет. Чылай йывăрлăха вăхăтра сирме пулăшать. Сĕтеве тĕп тăвассинче массăллă информаци хатĕрĕсен тӳпи те пысăк. Халăха ку е вăл информацие вăхăтра илсе çитерни преступлени çулĕнчен пăрать те.

12+
48 просмотров
3 года назад
19 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии