Добавить
Уведомления

М-7 трасса çинчи 6 çухрăмлă çула уçрĕç

Паян М-7 трасса çинчи 6 çухрăмлă çула чаплă лару-тăрура уçрĕç. Вăл Шупашкар районĕнчи Явăш тата Хыркасси ялĕсем хушшинче вырнаçнă. Çула 2019-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче юсама пуçланă. Кунта талăкра 25 000 машина çӳрет, çуллахи тапхăрта техника шучĕ 40 000 яхăн çитет. Ун пахалăхне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те хакларĕ. Чи малтанах трасса çине йывăр тиевлĕ машинсем тухрĕç. Çапла майпа техникăсем çул пахалăхне тĕрĕслерĕç. Кунта ĕçленĕ строительсене тав турĕç. 4 ярăмлă 6 çухрăмлă çула хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнса тунă. Асфальтлă бетона 3 сий хунă, вăл 21 сантиметр хулăнăш. Çула çанталăк условийĕсене шута илсе хатĕрленĕ, ăна тепĕр 5 çул пăхса, тĕрĕслесе тăрĕç. ВИТАЛИЙ ЗЕМСКОВ: «Мĕнле пăтăрмахсем пулса. Ĕлĕкхи вăхăтра çак çула реконструкци тунă вăхăтра куртăмăр, хура çĕртен тунă пулнă ĕлĕкех. Çавăнпа пĕтĕм çĕре улăштарма тиврĕ. Йăлтах карьерсенчен тупса илсе йĕри-тавра. 600 000 улăштартăмăр хура çĕре кунтан. Планпа палартнăччĕ 2023-мĕш çулта сдавать тумалла тесе, тепĕр çулталăк, анчах эпир ăна маларах пĕтертĕмĕр. Ку 6 км çул çинче пĕр развязка пур. Пысăк кĕперпе тунă. Унтан çынсем çул урлă каçса çӳремелли 3 кĕпер». Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, «Росавтодор» федерацин çул-йĕр ертӳçи Роман Новиков видеоçыхăну мелĕпе хутшăнчĕç.Çак проекта пурнăçа кĕртекенсене строительство ĕçне палăртнинчен маларах вĕçленĕшĕн тав турĕç, меморандума алă пусрĕç. Строительсем кăшт каннă хыççăн тепĕр яваплă ĕçе пуçăнĕç. Явăшран пуçласа Кӳкеçе илсе çитерекен çула анлăлатма тытăнĕç.

12+
67 просмотров
3 года назад
16 ноября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии