Пушар мар, вĕренӳ çеç
Больницăсенче тата ытти сиплев çурчĕсенче пушар тухни кăткăс лару-тăру патне илсе çитерме пултарать. Хăйсем тĕллĕн утайман çынсем вăхăтра уçă вырăна тухайманни, тĕрлĕ эмел çунса сиенлĕ хутăшсем кăларма пултарни инкеке тата та йывăрлатать. Сыватмăшра «хĕрлĕ автан» сиксе тухсан мĕн тумаллине сипленекенсем те, шур халатлисем те, çăлавçăсем те пĕлме тивĕç. Вĕсене синкерлĕ лару-тăрурăран еплерех хăтăлмаллине аса илтерме ятарлă вĕренӳсем те пулăшаççĕ. Эрнекун Шупашкарти Ленин проспектĕнчи поликлиникăра та пушарпа «кĕрешрĕç».