Добавить
Уведомления

«Элара» пĕрлешĕве пулăшĕ

Чăваш Ен Правительстви «Элара» пĕрлешĕве аталану программине пурнăçлама пулăшĕ. Кун çинчен республика ертӳçи Олег Николаев предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май палăртрĕ. «Элара» пĕрлешӳре производство вăй-хăватне ӳстерес, патшалăх пулăшăвĕн мелĕсене анлăлатас ыйтусене Раççей Федерацийĕн промышленноç тата суту-илӳ министерствин тĕревĕпе пĕрле татса памалла. Çак шухăшпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та килĕшрĕ. Çапла майпа малашлăха утни çăмăллăхсемпе усă курса нумай вăхăтлăх паракан кредитсене «промышленноç ипотекипе» илме май парать. Вăл пирĕн предприятисене пысăклатма, çĕнĕ проектсем тата ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшакан мел – палăртрĕ Чăваш Республикин промышленноç тата энергетика министрĕ Александр Кондратьев. Пĕрлешӳ регионти промышленноç аталанăвĕн фончĕ кӳрекен çăмăллăхсемпе усă курса ятарлă модуль хута яма палăртать. Вăл проивзводствăн тĕрлĕ тапхăрĕсене чармасăр пĕр вĕçĕмсĕр ĕçлеттерĕ. Çапла майпа санкци витĕмĕнчен хăтăлма май пулмалла. Тĕл пулура «Элара» пĕрлешĕвĕн директорĕ Андрей Углов çамрăксене техника специальноçне илĕртес тĕллевпе республика шайĕнче хушма çăмăллăхсем йĕркелеме те ыйтрĕ.

12+
32 просмотра
3 года назад
31 октября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии