Добавить
Уведомления

Хăвăрт та меллĕ патшалăх пулăшăвĕ

Раççейри Шалти ĕçсен министерствин уйрăмĕн патшалăх пулăшăвĕсем памалли пĕрлехи центрĕ Çĕнĕ Шупашкарта уçăлчĕ. Хула çыннисем унта шалти ĕçсен органĕсем кӳрекен пулăшусене илме пултараççĕ. Коммунистсен урамĕнче вырнаçнă çуртра çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕ тата миграци ыйтăвĕпе ĕçлекен пайĕ вырнаçнă. Шалти ĕçсен органĕсем паракан пур патшалăх пулăшăвне халĕ кунта илеççĕ. Çăмăллăх илме килекенсем валли тивĕçлĕ условисем туса панă. Сурт патне пыракан çула çĕнетнĕ. Çăмăл тата пысăк машинăсене лартмалли вырăн та пур. Патшалăх автоинспекцийĕн уйрăмĕ транспорт хатĕрĕсене регистрацилессипе ĕçлĕ, кунта водитель удостоверенине илме тата экзаменсем те йышăнĕç. Кăçал Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Çĕнĕ Шупашкарти уйрăмĕ 38 пине яхăн пулăшу панă. Халĕ кунта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕ вырнаçнăран çынсемшĕн пур пулăшу та хăвăрт та меллĕ пулĕ. Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков çак проекта пурнăçа кĕртме пулăшакансене тав сăмахĕ каларĕ. Республика кăларăм валли Елизавета Цветкова

12+
80 просмотров
3 года назад
8 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии