Добавить
Уведомления

Депутатсен пĕрлешмелле

2023-мĕш çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен мĕн пур районсем муниципалитет округĕсем пулса тăраççĕ. «Суйлавçăсен шанчăкĕ пурнăçланасса шанатпăр», – терĕç «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн 31-мĕш хут иртекен конференцине хутшăнакансем. Республика пуласлăхĕ пирки сăмах пуçарсан политика ыйтăвĕсем иккĕмĕш вырăна куçаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев регионăн малашнехи экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ çинчен сăмах пуçарчĕ. Чи пĕрремĕш ыйту – муниципалитет округĕсен ĕç-хĕлне туллин йĕркелесе ярасси. Халь çак территорисен çĕнĕ ертӳçисене палăртаççĕ-ха. Кашни ыйтăва шута илсе ăна татса парассипе тимлĕ ĕçлемелле. «Патшалăх программисемпе анлă усă курма тăрăшмалла», – терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Наци проекчĕсене пурнăçлас ыйту та тĕпре пулмалла терĕç тĕл пулура. Мĕн пур палăртнă проектсене вăхăтлă хута ярсан федераци бюджетĕнчен хушма укçа илме май пур. Шăпах çак ĕçре парти пайташĕсен тимлĕхĕ пĕлтерĕшĕ. Муниципалитетсен администрацийĕсене те пулăшмалла. Çавăнпа та вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен «анлă правительство» йĕркипе хутшăнса ĕçлемелле терĕ республика Пуçлăхĕ Олег Николаев. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн ертӳçи Леонид Черкесов çулталăкри ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ май кăçал пурте пĕрлешсе ĕçлени питĕ пĕлтерĕшлĕ пулчĕ терĕ. Уйрăмах волонтерсен сăваплă ĕçне палăртрĕ. Донецк тата Луганск облаçĕсене 160 тонна тĕрлĕ тавар ăсатнă. Халĕ 20-мĕшне яма хатĕрленеççĕ.

12+
49 просмотров
3 года назад
19 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии