Добавить
Уведомления

Ентешсен форумĕ иртĕ

Юпа уйăхĕн 25-28-мĕшĕсенче Чăваш Енре пĕрремĕш хут ентешсен форумĕ иртет. Чикĕ леш енче, çĕршывăн тĕрлĕ хулинче пурăнакан йăхташăмăрсем çак кунсенче Шупашкарта пухăнĕç. 4 куна тăсăлать форум. Фестивальсем, куравсем, çавра сĕтелсем, концертсем иртĕç. Ентешлĕх уявĕ тăван тăрăхăн мухтавне, унăн илемĕпе пĕлтерĕшне туйса илме май паракан савăнăçлă самант пулса тăрать. Чăвашсем тăван тăрăхри йăла-йĕркене упраса хăварассипе мĕнле ĕçленине, вĕсене çĕнĕ вăйпа аталантармалли майсене те тимлĕх уйăрĕç. Паллах, республикăри мухтавлă ентешсем çинчен аса илĕç. Ентешсен форумне хутшăнас тесен «форум земляков» сайтра регистраци тухмалла. Кунтах форум программипе те паллашма пулать.

12+
124 просмотра
3 года назад
20 октября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии