Добавить
Уведомления

Патшалăх пулăшать

Хушма хуçалăх тытса пырса хăйсем çине ĕçлекенсене патшалăх та пулăшать. Чăваш Енре вĕсене кăçал 33 миллион ытла тенкĕлĕх тĕрев панă. 465 çын çак çăмăллăхпа усă курнă. Ĕне туяннăшăн 70 000 тенкĕ, качака сутăн илсен 5 000 тенкĕ таран каялла тавăрма пулать. Ял хуçалăх техникине илсен те, хурт-хăмăр ĕрчетмелли хатĕрсене туянсан та 40 процент чухлĕ çăмăллăх кӳреççĕ. Хушма хуçалăх тытса пырса хăйсем çине ĕçлекенсем нумай тĕревпе усă курма пултараççĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, уйрăм хуçалăх тытса пыракансем ытларах ĕне туянаççĕ. Ку енпе хăй çине ĕçлекен 220 çын усă курнă. Вĕсене 22 миллион ытла тенкĕ уйăрнă. Ял хуçалăх техникиллĕ пулас текенсем те йышлă. 56 çын çак ене суйласа илнĕ, вĕсене 6 миллион ытла тенкĕ куçарса панă. 5 çын хурт-хăмăр ĕрчетмелли хатĕрсем туянса тĕреве тивĕçнĕ. Сурăх, качака тытнăшăн пулăшу илекен те пулнă. Çавăн пекех минераллă им-çам туянакана та пулăшу кӳнĕ.

12+
106 просмотров
3 года назад
14 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии