«Пирĕннисене пĕл» форум
Чăваш Енĕн тĕп хулинче «Пирĕннисене пĕл» форум пырать. Вăл тĕрлĕ тăрăхра ĕçлесе пурăнакан хастар ентешсене пĕрлештерет. Паян вĕсем çавра сĕтелсемпе стратеги сессийĕсене хутшăнса пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашрĕç, малашлăхра пĕрле тачă çыхăнусем йĕркелесси çинчен калаçрĕç. Чăваш Енре «Бизнес капитанĕсем» проекта пурнăçа кĕртесси çинчен çулталăк пуçламăшĕнчех сăмах пуçарнăччĕ. Ăна Тюмень облаçĕн опычĕ çине тайăнса йĕркелеме палăртнă. Çак проект регионăн пĕрлĕхлĕ инвестици ушкăнне пухма пулăшмалла. Çак енĕпе хастар ĕçлеес шухăшлă çамрăк усламçăсем, экономика аталанăвĕн специалисчĕсем сессие пуçтарăннă та. Тюмень облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн канашçи Ольга Езекеева ертсе пынипе вĕсем хăйсен пурнăнакан муницпалитетсем валли çитес 10 çула инвестици шухăшĕсене, усламра ĕçлемелли енсене палăртрĕç, тăван тăрăхри предпринимательсене тата влаç тытăмĕнче тăрăшакансене çĕнĕлле ĕçлеме хавхалантаракан мелсене сӳтсе яврĕç. Тĕлпулура «Чи лайăх çамрăк усламçă» конкрусра палăрнă хастарсене те чысларĕç. «Промышленноç – çĕнĕ ĕç тума чĕнекен туртăм» сессие вара тĕрлĕ регионти ентешсене чĕннипе пĕр танах студентсене те йыхравланă. Вĕсем ăнăçлă карьера йĕркеленĕ çынсен историйĕпе паллашрĕç. Сăмхран, Карели Республикин пуçлăхĕн çумĕ Владимир Тимофеев чăвашсен карели халăхĕпе тачă çыхăнса ĕçлеме пĕрешкел ен нумай пулнине каларĕ. ДАНИИЛ СТЕПАНОВ: «Эпĕ кун пек пысăк форумра пĕрремĕш хут. Ман шутпа, çакăн пек форумсем студентсене питĕ усăллă. Чăваш Ен промышленноçпе питĕ лайăх ĕçлет. Пирĕн халăх ытти регионсенче те питĕ лайăх ĕçлет, çавăнпа эпĕ хам та электроэнергика енĕпе каяс терĕм. Ман шутпа, вăл питĕ лайăх ен вĕренме». Пуласлăх – çамрăксенче. Çак каларăш промышленноç тытăмне те пырса тивет. Кадрсен ыйтăвне татаса парас тесе вăтам професси пĕлĕвĕ илекенсем те тачă çыхăнса ĕçленине палăртрĕ Чăваш Енри промышленноç тата энергитика министрĕ Александр Кондратьев. Вăл çамрăксене аталанас тесен çĕнĕ утăмсем тума хăрамалла маррине те каларĕ.