Çĕнĕ проектсем хута каяççĕ
«Раççей экологи операторĕ» пĕрлĕшĕвĕн тĕп директорĕ Денис Буцаев çак кунсенче ĕçлĕ çул çӳревпе Чăваш Енре пулчĕ. Малашне Чăваш Енре икĕ пилотлă регион хута каймалла. Усă курнă таварăн иккĕмĕш пурнăç пур-ши? Иккĕмĕш çеç мар, виççĕмĕш те, тăваттăмĕш те пур. Çирĕппĕн хуравлама пултараççĕ хальтен хытă каяшсен тытăмĕнче ĕçлекенсем. Пĕрре усă курнă япалана тепре завода ăсатса унран тепĕр усăллă хатĕр туса илсе тĕллевпе Чăваш Енре те курăмлă ĕçлеме палăртна. Органика каяшĕсенчен тĕслĕхрен RDF-хутăш тума палăртнă. Çĕнĕ объектсене хăтлăх кĕртесшĕн. Çак технологисене алла илсен пуласлăхра полигонсем валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсем пушанĕç. Чăваш Енре ку енĕпе çанă тавăрса ĕçлени курăнать, Раççей Президенчĕн Хушăвне пурнăçлани сисĕнет терĕ «Раççей экологи операторĕ» пĕрлĕшĕвен тĕп директорĕ Денис Буцаев. Федераци хыснинчен çак проектсене пурнăçлама 95 процент таран укçа уйăрма хатĕррине пĕлтерчĕ вăл. Малашне тарифсен хакне пĕчĕклетме май парассине палăртрĕ Денис Буцаев. Çӳп-çапа тирпейлессипе ĕçлекен комплекссем Патăрьел, Муркаш, Канаш районĕсенче 2024-мĕш çулта концесси килĕшĕвĕпе хута каймалла.