«ФормАРТ» фестиваль çĕнтерӳçи паллă
Атăлçи тăрăхĕнче граффитине кăмăллакансен «ФормАРТ» фестивальне пĕтĕмлетрĕç. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш хут иртет. Конкурса кăçал пурĕ 14 регионтан 100 ытла заявка тăратнă. Финала 14 тухнă. Паян çĕнтерӳçĕсене палăртрĕç. Чăваш Ен чысне Алексей Чернов хӳтĕленĕ. Унăн ĕçĕ «Пултарулăх» ятлă. Вăл Президент бульварĕнче вырнаçнă Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнер факультечĕн пĕр стенине сăрласа илемлетнĕ, чăн-чăн арт-объект туса хунă. Стенана пĕтĕмĕшле илемлетме 80 баллон тата 3 витре сăрă кайнă. Чи йывăрри – хут çинчи ӳкерчĕке стена çине куçарасси пулнă. Алексей Чернов Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен вĕренсе тухнă. Çавăнпа тăван аслă шкулăн сăн-сăпатне çĕнетме шут тытни ăнсăртран мар. Конкурсра Алексей ĕçĕ 3-мĕш вырăна тивĕçрĕ. АЛЕКСЕЙ ЧЕРНОВ: «Эпĕ питĕ хитре тăвас тесе тăрăшнă. Эпĕ питĕ хавас, мĕншĕн тесен пирĕн республика çӳллĕ шая кĕчĕ. Хамăн пултарулăха малалла аталантарас тетĕп. Мана ку питĕ килĕшет». Аслă ĕçтешĕсем унăн пултарулăхне пысăк хак пани уйрăмах пĕлтерĕшлĕ çамрăк ӳнерçĕшĕн. Вĕсем вĕрентсе, пулăщса пынипе çитӳну тума май килнĕ те. ГЕННАДИЙ КОЗЛОВ: «Маттур Алексей. Питĕ ăслă тăнлă, питĕ тăрăшма пĕлекен ача, нумай калаçма юратмасть вăл. Анчах ĕçне тума пĕлет. 3-мĕш вырăн йышăнни маншăн питĕ хавас япала, чăнах та». Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ онлайн мелпе иртрĕ. Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хăйсен ĕçĕсемпе черетпе паллаштарчĕç. Çĕнтерӳçĕсене çынсен сассисене тата экспертсен шухăшне шута илсе суйланă. Кунта Раççейре пурăнакан пур çын та хутшăнма пултарнă. Халăх сасăлавĕпе килĕшӳллĕн, виçĕ çĕнтерӳçĕ палăртĕç: 1-мĕш вырăна Пушкăрт Республики илме тивĕçрĕ, иккĕмĕшсем – Самар облаçĕ, 3-мĕш вырăна Чăваш Республики тивĕçрĕ. Вĕсем 100 000 тенкĕрен пуçласа 200 000 тенкĕ таран илĕç.