Пĕтĕм тĕнчери телекурав кунĕ
Паян Пĕтĕм тĕнчери телевидени кунĕ. Ăна уявлама Пĕрлештернĕ Нацисен организацийĕн генеральнăй ассамблеи пуçарăвĕпе пуçланă. Шăпах çав кун 1996-мĕш çулта çак тытăмра ĕçлекенсен форумне ирттернĕ. Чăваш Ен наци телекуравĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 11 çул çитрĕ. Малашлăха вăл пысăк ĕмĕтпе тата çивĕч куçпа тинкерсе пăхать. Аталану çулĕпе çирĕп утăмсем тума тăрăшать. Чăваш Республикин цифра аталанăвĕн, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина тата унăн çумĕ Анна Иванова телекуравра тăрăшакансене професси уявĕпе саламларĕç. Малашне те кăсăклă проектсемпе куракана савăнтарма пултарулăхра ăнăçу сунчĕç. Чăваш наци кăларăмĕсемпе республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем паллашма пултараççĕ. Куракансен йышĕ ӳсни телевиденире ĕçлекенсен яваплăхне ӳстерет, эфира çĕнĕ кăларăмсем кăларма хистет. Телекурав пирĕн пурнăçăн тĕкĕрĕ пулса тăчĕ. Унта тăрăшакансем куракан патне çĕнĕлĕхсене вăхăтра çитерес, кăткăс япаласемпе пулăмсем çинчен ансат та çăмăл чĕлхепе каласа кăтартса парас тĕллевпе ĕçлеççĕ.