Электронлă мелпе
Чăваш Енре халăх усă куракан социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусене пурне те электронлă мелпе илме пулать. Ку ĕçе «Цифра экономики» наци программипе килĕшӳллĕн пурнăçлаççĕ. Раççей Президенчĕн Хушăвăпе килĕшӳллĕн 2030-мĕш çул тĕлне социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусен 95 процентне электронлă мелпе илмелле. Республика вара ку кăтартăва чылай маларах пурнăçларĕ. Çак тата ытти ыйтăва Правительство çурĕнче тунтикунсерен иртекен ларура сӳтсе яврĕç. Хальхи вăхăтра унта 119 пулăшупа усă курма пулать. Вĕсене тивĕçтерессипе вĕренӳ тата ĕç министерствисем малта. Пулăшусене электронлă меле куçарни питĕ меллĕ. Вĕсемпе кирек хăш вăхăтра та усă курма май пур. Кăçалхи 11 уйăхра халăх усă куракан социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусен 49 процентне электронлă мелпе илнĕ. Районсенче вара ку хисеп икĕ хут сахалрах. Ларура Чăваш Республикин кăçалхи 11 уйăхри социаллă тата экономика аталанăвне те тишкерчĕç. Ял хуçалăх апат-çимĕçне туса илесси 15 процент ӳснĕ. 846 000 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Ку иртнĕ çулхи çак тапхăрпа тишкерсен 1,3 хут нумайрах. Суту-илӳ çаврăнăшĕ 2021-мĕш çулхипе танлаштарсан 21 процент чакнă. Çапах та экпортпа илес пулсан Чăваш Республики пĕчĕк тата вăтам услам наци проекчĕ шайĕнче кăтартусене пурнăçланă Раççейри пĕртен пĕр регион. Вун пĕр уйăхра пĕрлештернĕ бюджета профицитпа вĕçлеççĕ. Унăн калăпăшĕ çичĕ миллиард та 600 миллион тенкĕпе танлашать.