Паттăрсем çинчен пĕл
Çĕршывра пурăнакансене «Паттăрсем çинчен пĕл» марафон пĕрлештерчĕ. Ку проектпа килĕшӳллĕн Раççейри çар çыннисен, медицина ĕçченĕсен, волонтерсен, çӳл çӳреме юратакансен паттăрла историйĕ пирки каласа параççĕ. Вĕсен хушшинче ачасем те пур. Чӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче «Ачасем – паттăрсем» проект шайĕнче чыслав иртрĕ. Вĕсен йышĕнче – пирĕн ентеш. Раççей Федерацийĕн Федераци Канашне Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан 13 çулти Макар Мушкова та чĕннĕ. Вăл çуллахи каникул вăхăтĕнче кӳлĕре путма пуçланă арçын ачана çăлнă. Инкек Мари Эл Республикинчи Кокшамары ялĕнче пулса иртнĕ. Макар Мушкова «Паттăрлăх кăтартнăшăн» медаль тата парнесем парса чысларĕç. Пĕтĕм çĕршыври проект тĕп тĕллевĕ – çын пурнăçне çăлма пултарнă паттăр та харсăр çынсем пирки ыттисене каласа парасси.