Добавить
Уведомления

Этнопедагога халалласа – музей

Чăваш Ен мухтавлă та паттăр ентешсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕн ывăлĕ Геннадий Волков этнопедагог. Вăл çуралнăранпа кăçал 95 çул çитрĕ. Паллă пулăма халалласа ăсчахăн тăван ялĕнче «Гений çулĕ» музей уçăлчĕ. Вĕрентекен, çыравçă, куçаруçă, критик, сăвăç, фольклорист. Çак йĕрке çумне тата та вун-вун сăмах хушма пулать. Пĕчĕкренех тăван çĕршыва юратма, ăна хаклама вĕреннĕ Геннадий Волков çитĕнсен те çак паха енсене халăхра сарас тĕллевпе ĕçленĕ. Вăл педагогика ăслăлăхĕнчи çĕнĕ юхăма – этнопедагогикăна – пуçарса янă. Унăн вĕрентĕвне чăвашсемпе вырăссем çеç мар, ытти нумай халăх та тĕпе хурса пурăнать. Пуянлăхран та хаклă ырă ята халăх асĕнче ĕмĕр-ĕмĕр упраса хăварас тĕллевпе кăçал район, ял, шкул ертӳçисен пуçарăвĕпе музей йĕркеленĕ. ЛЕОНАРД ЛЕВЫЙ: «Музей вăл воспитани центрĕ пулмалла. Уйрăмах юлашки вăхăтра, енчен те эпир патриотизмла воспитани çинчен калаçатпăр пулсассăн, çакăнта, чăнах та музейра хамăрăн паллă ентеш çинчен питĕ нумай экспонатсем, тĕрлĕ материал, вĕсене ачасен, çамрăк ăру пĕлмелле». Музейра академикăн кун-çулĕпе, унăн ăслăлăх ĕçĕсемпе паллашма пулать. Шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем вара кашни хăнанах Кашкăр Хуначипе çыхăннă кăсăклă асаилӳсемпе паллаштарма хавас. Этнопедагогика никĕслевçин ырă сăнарĕ район историне кăтартакан Елчĕкри палăк çинче та хăйĕн вырăнне тупрĕ. Район ертӳçисен, Социализмла Ĕç паттăрĕсен сăн ӳкерчĕкĕсен çумне Геннадий Волков портречĕ те хутшăнчĕ. Эппин, унăн çывăхĕнчен иртсе çӳрекенсем малашне Кашкăр Хуначин пехилне те туйĕç.

12+
88 просмотров
3 года назад
3 ноября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии