Чăваш Ене килсе курсамăр
Республикăна килекенсене мĕнпе тыткăнлать-ха Чăваш Ен? Тӳрех куçа тăрăнаканни мĕн кунта? Асра юлаканни тата? Туристсене мĕнпе илĕртет вăл? Çакă тата ытти ыйтăва «Туризмлă Чăваш Ен» форумра сӳтсе яваççĕ. Вăл эрне пырать, чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 2-мĕшĕччен. АНЖЕЛИКА ФЕДОРОВА: «Пирĕн Чăваш Ен чĕри вăл – залив тесе шутлатăп эпĕ. Кунта архитектура пуянлăхĕ. Кунта Волга хĕрри, кунта Волга мăнаçлăхĕ. Çакăнтах эпир Чăваш Наци музейĕпе паллашма пултаратпăр». ВЛАДИМИР МИХАЙЛОВ: «Чăваш Ен вăл пирĕн питĕ илемлĕ те хитре. Тавралăх, пирĕн çутçанталăк, хăйсен çыннисемпе. Тăвай районĕнче кăçал туристический маршрут уçрăмăр. Çак маршрута ĕнтĕ пирĕн ĕлĕкхи чиркӳсем, шкулсем, музейсем, культура памятникĕсем кĕреççĕ. Унта эпир XIX-мĕш ĕмĕрти чиркӳсемпе паллашма пултаратпăр».