Управляющи компанисен ĕç-хĕлĕ тимлĕхре
Чăваш Енре пĕрремĕш хут çуртсене пăхса тăракан компанисен рейтингĕпе 2023-мĕш çул пуçламăшĕнче паллаштарĕç. Кун пирки тунти кунсерен правительство çуртĕнче иртекен ларура каларĕç. Çуртсене пăхса тăракан компанисен рейтингне çулталăк каялла, туянакансен прависене хӳтĕлемелли координаци канашĕнче хатĕрлеме ыйтнă. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев: «Управляющи компанисем хăйсен ĕç-хĕлне нумай хутлă çуртсенче пурăнакансен шучĕпе пурнăçлаççĕ», - терĕ Олег Алексеевич. Чи кирли - саккуна пăхăнса тăрăшмалла, кашни ĕç уçă та тĕрĕс пулмалла. «Çынсен управляющи компанисен ĕçĕ-хĕлне хаклама иккĕленӳ пулмалла мар», - терĕ республика ертӳçи. Управляющи компанисен ĕç-хĕлне хакласа Чăваш Енре кăçал пуш уйăхĕнчен онлайн мелпе ыйтăм иртет. Çапла майпа республикăра пурăнакансем организацисен ĕç-хĕлне тӳрремĕнех хаклаççĕ. Регионти патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Виктор Кочетков, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса пырас енпе предпринимательлӗх ӗҫ-хӗлне пурнӑҫлама лицензи ӗҫӗсен вăхăтне тӑсма 125 заявлени пăхса тухнине каларĕ. 112 лицензие тăснă, тепĕр 13-шне ĕçлеме ирĕк паман. Йĕркене пăсни, асăрхаттарусене тимлеменни хăш-пĕр компание йывăрлăх умне кăларса тăратнă та. Республика кăларăм валли Елшизавета Цветкова