Добавить
Уведомления

Пурнăç улшăнать

Ял хуçалăх çĕрĕсене çурт çĕклеме куçараççĕ. Анчах пӳрчĕ те, çĕрĕ те çук. Сăмах, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтересси пирки пырать. Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Кăçалхи раштав уйăхĕн тĕлне нумай ачаллă 9678 çемьене çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен ултă пинĕшĕ çурт çĕклеме палăртаççĕ, виçĕ пин те тăватçĕрĕ хушма хуçалăх ертсе пыма тĕллевлеççĕ, ыттисем пахча-çимĕç, улма-çырла туса илесшĕн. Улатăр, Куславкка, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав районĕсенче шута илнĕ нумай ачаллă çемьесене пурне те çĕр лаптăкĕпе тивĕçтернĕ. Çапах та ку ыйту тăтăшах çĕкленет. «Çĕр лаптăкесем аякра, инфратытăм çук», – тесе çăхавлаççĕ çынсем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çемьесене тĕрлĕ тĕревпе тивĕçтермеллине палăртать. Ку ыйтупа çитес çулта тĕплĕнрех ĕçлемеллине каларĕ вăл. 2023-мĕш çултанах сахал тупăшлă çемьесене тӳлекен çĕнĕ йышши – пĕрлĕхлĕ тĕрев вăя кĕрĕ. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Асăннă пособи паянхи кун тӳлекен хăш-пĕр пособисем вырăнне пулĕ. Тĕслĕхрен, хĕрарăм ача кĕтме пуçланă тапхăрта иртерех больницăна учета тăнăшăн пособи тата ытти те». Çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен республикăра муниципаллă округсем ĕçлеме пуçлаççĕ. Вĕсен ĕç-хĕлне йĕркелеме çĕнĕ мелсемпе усă курмалла. Пурнăç шайне ӳстересси тĕп вырăнта пулмаллине палăртрĕç ларура. Ятарлă çар операцине хутшăнакансем те тимлĕхре. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Малашне кил-çурт таран çутçанталăк газне илсе çитернĕшĕн е газ кĕртме кирлĕ хатĕрсем туяннă тăкаксене саплаштаракан компенсацие илекен граждансен йышĕ ӳсмелле. Вăл шутра ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла пуç хунă салтаксен çемийсем, çар операци хыççăн ветеран ятне тивĕçнĕ çынсем, вăрçă ветеранĕсем кĕреççĕ. Пулăшу калăпăшĕ, саккунпа килĕшӳллĕн, çĕр пинтен ытларах пулмĕ».

12+
94 просмотра
3 года назад
14 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии