Добавить
Уведомления

«Пуласлăха - билет»

Ача садне çӳрекенсене, шкулта вĕренекенсене тӳрех килĕшекен професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе тĕрлĕ проект пурнăçланать. Чăваш Енре «Пуласлăха – билет» пуçару çак кунсенче аслă тата вăтам профессиллĕ пĕлӳ паракан учрежденисенче иртрĕ. Шупашкарти апат-çимĕç технологийĕпе коммерци техникумĕн студенчĕсем те, вĕрентекенĕсем те 9-мĕш класра ăс пухакансене хапăлласа йышăнчĕç. Повар кондитер ĕçĕ мĕнрен пуçланать-ха? Вĕсем пиццăпа ытти пылак çимĕçе мĕнле ăрăмласа хатĕрлеççĕ? Пикесене уйрăмах пахча çимĕçе, улма-çырлана эрешлесе касасси кăсăклантарать. Çĕнĕлĕхсене те тĕшмĕртеççĕ çамрăксем, вĕсене хăвăрт алла илме тăрăшаççĕ. Помидор сĕткенне сивĕтнĕ çăва ярса вăлча хатĕрлерĕç ăсталăх класĕнче. Çи-пуçа илем кĕртме юратакансем куç хăрпăкне ӳстерме вĕренчĕç. Çӳçе хитрелетсе тирпейлеме хăнăхрĕç. Чечексемпе кăсăкланакансем флористика вăрттăнлăхĕпе паллашрĕç. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров: «Шкул ачисем 6-мĕш класранах тĕрлĕ техникумсемпе колледжсене çӳресе ăсталăх класĕсене хутшăннине ырлатăп. Малашне вĕсем пирĕн экономикăна аталантарма пулăшасса шанатăп», – тесе пĕлтерчĕ. «Пуласлăха – билет» пуçару эрнипех пырать. Унта республикăри 10 000 ытла ача хутшăнать.

12+
28 просмотров
3 года назад
20 октября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии