Усламçăсене пулăшу
Тулли мар мобилизацие лекнĕ усламçăсен хăйсен ĕçне малалла тăсма ирĕк пур. Кун пирки çĕршыв Президенчĕ предпринимательсене тата ытти хăш-пĕр категорие кĕрекен çынсене мобилизацилессипе çар службин уйрӑмлӑхӗсене палӑртакан саккуна алӑ пуснӑ. Улшăнусемпе пирĕн телекуравçăсене «Гарант-Шупашкар» пĕрлешӳ паллаштарать. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Саккунпа килĕшӳллĕн, уйрăм предпринимательсем, учредительсем, çавăн пекех организацисен директорĕсем шутланакан граждансем, мобилизаципе çар службине чĕнсе илнĕскерсем, предприниматель ĕçне малалла тăсма право пур». Усламçăсем хăйсен ĕçне шаннă çыннисемпе тытса тăма пултараççĕ. Ҫапла вара мобилизациленӗ çар çыннисене бизнеспа ӗҫлеме чармаҫҫӗ. Предпринимательлĕх ĕçне малалла пурнăçлассипе çыхăннă йĕркелӳ ыйтăвĕсене татса пама вĕсене 5 ĕç кунĕ параççĕ.