Добавить
Уведомления

Газ пăрăхĕ çуннă

Пушар тухнă. Газ пăрăхĕ çунать — çак хыпара паян 13:42 минутра йышăннă. Вăрнар районĕнчи Шăхаль ялĕ çывăхĕнче газ пăрăхĕ çунма пуçласан синкерлĕ лару-тăрăва тимлекен пур служба та çула тухнă. Инкек Шăхаль ялĕнчен 600-700 метр аяккинче пулнă. Паян кунта юсав ĕçĕсем иртнĕ пулнă. Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Тихонов телеграмм каналта пĕлтернĕ тăрăх, унта 3 çын вилнĕ, пĕри аманнă. Халĕ тĕпчев пырать. Инкек пулнă вырăнта наци телерадиокомпанийĕн журналисчĕсем те ĕçлеççĕ. Тĕплĕнрех ыранхи кăларăмсенче каласа парăпăр.

12+
58 просмотров
3 года назад
20 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии