Добавить
Уведомления

Спорт уявĕ иртрĕ

Çĕршывра та, республикăра та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пыракансен шучĕ ӳссех пырать. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 2030-мĕш çул тĕлне мĕн пур халăхăн 70 процентне спорта явăçтармалла. Çак тĕллев патне çывхарма тĕрлĕ ял-хулара йĕркелекен спорт тупăшăвĕсемпе вăййисем те пулăшаççĕ. «Патăрьел район ентешлĕхĕ» пĕрлешӳ Шупашкарта спортăн 2 тĕсĕпе ăмăртусем ирттерчĕ. Ун çинчен – малалла тĕплĕнрех. «Паттăрсен» тăрăхĕнчи çитĕнекен ăру та, аслисем те хăйсен районĕн ятне-сумне çӳллĕ шайра тытса тăма тăрăшаççĕ. Патăрьел район ентешлĕхĕ ертсе пынипе Шупашкарта Чăваш наци кĕрĕшĕвĕ тата мини футбол иртрĕç. Вĕсене Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи каччăсем çеç мар, паянхи кун Мускавра ĕçлесе пурăнакан ентешсем те хапăл туса хутшăнчĕç. Чăваш наци кĕрешĕвĕ каччăсене вăй-халлă, харсăр та патвар пулма пулăшать. Ăна малашлăхра аталантарас тесе ытларах турнирсем ирттерме тĕллев лартаççĕ республикăра. «Çакнашкал ăмăртусем çамрăксен пĕрлĕхи вăйне пĕрлештерсе туслăха çирĕплетме май параççĕ», – палăртрĕ Патăрьел ентешлĕхĕн ертӳçи Александр Миронов.

12+
48 просмотров
3 года назад
22 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии