Çамрăк куракансем валли çĕнĕ спектакль
Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче «Сысна çурин чечеклĕ балĕ» юмахăн премьери иртрĕ. Юрă-кĕвĕллĕ спектакле регионсен шайĕнчи драматургсен конкурсне хутшăннă «Сысна çурипе лĕпĕш» пьеса тăрăх лартнă. Унăн авторĕ – Александр Пăртта. Спектакле чи пĕрремĕш курма республикăри йывăр лару-тăруллă çемьесенче çитĕнекен ачасене йыхравланă. Спектакль пуçланиччен нумай вăхăт юлман. Чаршав хыçĕнче декораци хатĕрлеççĕ пулсан, артистсен пӳлĕмĕнчен вара тĕрлĕ чĕр-чун, хурт-кăпшанкă сăнарĕсем курăнаççĕ. АЛЕКСАНДР ИГНАТЬЕВ: «Автан ролĕ ĕнтĕ пирĕн çăмăл тесе каламастăп. Паллах ĕнтĕ, эпир куратпăр автансем мĕнле хăйсене тытаççĕ, мĕнле вĕсем ирхине кăшкăраççĕ, çавăнпа та чĕрчунсене мана калăплама питĕ интереслĕ». Спектакле ачасем ăнланакан, çăмăл чĕлхепе хатĕрленĕ. «Хрюша» сысна çури «Серебринка» ятлă лепĕшпе туслашма ĕмĕтленет. Анчах, вĕсен çыхăнăвне пӳлекенсем те пур. Сăнрсем ачасене ырăлăха, туслăха вĕренетеççĕ. Çак туйăмсемпе пĕр танах спектакль режиссерĕ куракансене чăваш культурин пуянлăхĕпе килĕнтерес тата Совет самани вăхăтĕнчи юмахсен ăшăлăхне парнелес тесе тăрăшнă. НАТАЛИЯ СЕРГЕЕВА: «Çав тери ăшă, таса, темле çемçе туйăмлă, таса туйăмлă, çав вăхăтрах хальхи ачасене интереслĕ пулмалла – çав манăн тĕллев пулса, хальхи вăхăтри ачасене çав тасалăха кĕртсе ярса хăйсен юратнă ют çĕршыв сăнарĕсенчен, гаджетсенчен уйăрса, хамăрăн Раççей, чăваш автанĕ, лепĕшĕ, сысна çурийĕ, ĕни пур, вăт çавăн пек персонажсем патне çывăхлатас килчĕ». Артистсем палăртнă тăрăх, спектакле хатĕрлеме вăхăт сахалрах пулнă. Çак сăлтав пултарулăх тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвне витĕм кӳмен. Çамрăк куракансем сăнарсен кашни хусканăвне, кашни сăмахне асамлăха лекнĕ евĕр тимлеççĕ. ЛЮДМИЛА ПАВЛОВА: «Артистсем выляни питĕ килĕшрĕ пире, мĕншĕн тесен чăн-чăн пурнăçра пулса иртекен япаласем çинчен каласа параççĕ. Ачасен воспитани илмелли çак спектакльте питĕ нумай». Çĕр çинчи кашни ача телейлĕ пулма тивĕç. Çакнашкал юмахсемпе уявсем пĕчĕккисене савăнăç кӳреççĕ, çутă ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулăшаççĕ. АЛЁНА ЕЛИЗАРОВА: «Çĕнĕ çул çывхарнă май, йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьери ачасем валли эпир ятарлă уявсем хатĕрлетпĕр. Çак уявсене 1500 ача хутшăнать. Пĕтĕмĕшле республикăра 10 000 ытла йывăр лару-тăрăва çакланнă ача республика Пуçлăхĕн парнине тивĕçлĕ пулать».