«RT-регион» пĕрлешӳ пайташĕсем журналистсемпе тĕл пулчĕç
Регионти журналистсен ăсталăх шайне ӳстерес тĕллевпе «RT-регион» пĕрлешӳ пайташĕсем пирĕн республикăна çитрĕç. Паха та ăста специалитсем калем ăстисене усăллă сĕнӳ-канаш пачĕç. «RT-регион» пĕрлешӳ пайташĕсем «Поэzия русского лета» кĕнекепе паллаштарчĕç. Ăна ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă. Кĕнекене 20 ытла автор ĕçне кĕртнĕ. Вĕсен йышĕнче Мария Ватутина, Игорь Караулов, Анна Ревякина. Хĕсметре тăракансем пирки йĕрке хыççăн йĕрке шăрçаланă. Салтаксен кашнийĕн хăйĕн шăпи. Авторсем çар операцине хутшăнакансене сăмахпа та пулин хавхлантарма, пулăшма шутланă. Тĕл пулăва пухăннисем пĕлӳ кутамккине усăллă та паха опытпа тултарчĕç. Кашни саманта шута илни, шăпах та, хыпара туллин илсе çитерме май парать. Хальхи вăхăтра пĕрлешӳсен социаллă тетелсенче ушкăнсем, ятарлă сайтсем, интернет каналсем пур. Кунти вăрттăнлăхсене кирлĕ пек усă курса ĕçлесен çеç вулакана, куракана тыткăнлама пулать те. Пухнă пĕлĕве ĕçе кĕртсе кашни журналист малалла та тулли кăмăлпа ĕçлес тĕллевлĕ.