Добавить
Уведомления

Ыйтусене татса параççĕ

Çулталăк пуçламăшĕнче Чăваш Енре пая кĕрсе хăпартакан çуртсенчен 16-шĕ чăрмавлисен йышĕнче пулнă. Паян кăлтăклă объектсен реестрĕнче пурăнмалли 9 çурт тата суту-илӳпе офис центрĕ шутланать. Вĕсенчи пайçăсен хисепĕ – 1932. Вĕсене хăçан хута ярĕç? Çак ыйтăва территорисен аталану фончĕпе сӳтсе яврĕç. Вăл видеоçыхăнупа иртрĕ. 2022-мĕш çул вĕçĕнче пая кĕрсе хваттер туянма шут тытнă 175 çыннăн ыйтăвне пурнăçлĕç. Территорисен аталану фончĕ «Альянс-Недвижимость» пĕрлешӳпе килĕшӳ тунисене колмпенсаци пама йышăннă. Тӳлевсене ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчен хуçисем патне çитерме пуçланă. Суту-илӳпе офис центрне вара çурт хăпартакан хăй вăйĕпех çĕклесе пĕтерет. Графикпе килĕшӳллĕн унта ĕçсене чӳк уйăхĕн 30-мĕшĕнче вĕçлемелле. Территорисен аталанăвĕн фончĕ ытти виçĕ объекта хута яма палăртать. «Алза», «Победа», «Фирма «Старко» пĕрлешӳсен çитес çул объектсене хута ямалла. «Лидер», «Грандстрой» телĕшпе вара çывăх вăхăтра Чăваш Республикин Арбитраж сучĕн ларăвĕ пулмалла.

12+
44 просмотра
3 года назад
2 ноября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии