Добавить
Уведомления

Çĕнтерĕве çывхартма

Çĕнтерĕве çывхартмалла, май килнĕ таран пулăшмалла. Куславкка районĕнче пурăнакансем те çапла шутлаççĕ. Раççей халăх фрончĕн Чăваш Енри уйрăмне Салим Хайруллин ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли УАЗ автомобиль илсе çитерме пулăшу ыйтнă. Салим Хайруллин ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпах сенкер экранпа пур хыпара та пăхса тăрать. Вăл фронтра УАЗиксемпе анлăн усă курнине пĕлнĕ хыççăн кирлĕ транспорта туянать те тĕрĕслев витĕр кăларать. Тĕллевĕ – ăна салтаксем патне çитересси. САЛИМ ХАЙРУЛЛИН: «Эпир çапла пурăнатпăр, вĕсем вара çапăçура. Услови тĕрлĕрен. Май килнĕ таран пулăшма тăрăшрăм». Раççей тата Халăх фрончĕн ялавĕсене çаклатнă УАЗик Чăваш Енрен Чĕмпере çула тухрĕ. Кӳршĕ регионта ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хатĕрленĕ парнене хапăл тусах йышăнчĕç. Транспорта халĕ çула яма хатĕрлеççĕ. Унта чĕмпĕрсем салтаксем валли йĕркеленĕ гуманитари пулашăвне те тиеме палăртаççĕ: çăм нускисем, ăшă тум-тир, блиндажра ăшăнма май паракан кăмакасем, паллах, Донбассра пурăнакан ачасем валли 300 килограмм пылак парне. Раççей халăх фрончĕн пайташĕсем тăрăшнипе Куславккаран кайнă машинăна вара Луганск облаçĕнчи мотострелоксен 15-мĕш гварди бригадине çитереççĕ.

12+
106 просмотров
3 года назад
22 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии