Добавить
Уведомления

Ял хуçалăх техникин смотр-конкурсĕ иртнĕ

Ял хуçалăх техникин сморт-конкурсĕ иртнĕ. Унта 149 организаци тата 61 фермер хуçалăхĕ хутшăннă. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсемпе Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн лару-тăрăвне пăхса тăрассипе ĕҫлекен патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев паллаштарчĕ. Конкурсра Муркаш районĕнчи Суворов ячĕллĕ хуçалăх тата Патăрьел районĕнчи Евгений Мартышкин фермер хуçалăхĕ мала тухнă. Хуçăлăх ертӳçисем техникăна упрамалли вырăнсене, трактор-машинсене кашни çулах 100 проценчĕпех тĕрĕслев витĕр кăлараççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, ку енĕпе Комсомольски, Елчĕк, Çĕрпӳ, Елчĕк районĕсем, Красноармейски муниципаллă округĕ аван ĕçлеççĕ, Вăрмар тата Куславкка районĕсем çулленхи смотр-конкурса хутшăнман. Хуçалăхсем çĕнĕ техника ытларах туяннине палăртмалла. Иртнĕ çул вĕсем парксене çĕнетнĕ. Патшалăх тĕрев пани самай пулăшнă та. Пĕрех кивĕ трактор-машина нумай. 5 çула яхăн ĕçлекеннисем 10 процент, 15 çултан аслăраххисем 68 процента яхăн. Трактор-машинсене лайăх пăхса тăрсан, вăхăтра юсасан техника чылай çул ĕçлеме пултарĕ. Кивĕ, ĕçлемен, юрăхсăра тухнă, анчах пурпĕр щутра тăракан техника та çук мар. Анчах темшĕн предприяти ертӳçисем тракторсемпе сыв пуллашма васкамаççĕ. Ку ĕнĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ техникăн лару-тăрăвне пăхса тăрассипе ĕҫлекен патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев.

12+
20 просмотров
3 года назад
13 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии