Добавить
Уведомления

Çуран çӳрекенсен йĕркене пăхăнмалла

11 уйăхра Шупашкар хулинче çул-йĕр çинче 361 инкек пулнă. 10 çын пурнăçĕ татăлнă, 422 çын суранланнă. Çул урлă çуран каçакан 27 çынна машина çапса хăварнă. Вĕсенчен 20-шĕ – ачасем. Халăха асăрхаттарас тĕллевпе çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем час-часах рейдсем ирттереççĕ. Хальхинче те вĕсем хула урамĕсенче йĕркене пăсакансене тытса чарчĕç. Çак хăрушă инкек раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинче пулнă. «Афанасьева урамĕ» чарăну çывăхĕнче çул урлă çуран каçакан правилăсене пăхăнмасть. Светофорăн хĕрлĕ çутипе пĕр шикленмесĕр утать. Ăна тӳрех икĕ машина çапса хăварать. Телее, арçын чĕрĕ. Энтузиастсен урамĕнче пулнă çул-йĕр инкекĕ те пурне те калаçтарчĕ. «Лада Приорăпа» пыракан водитель 7 çулти ачана çапса хăварнă. Ача светофорăн симĕс çутипе каçнă. Водитель çул çинчи хăвăртлăха пăхăнманран çак инкек пулнă та. Дистанцие тытса пыманни, чупни, тимлĕхе çухатни, çул урлă каçмалли вырăн аякра пулни, васкани, пĕлменни. Паллах, кашнийĕн сăлтавĕ тĕрлĕрен, çапах йĕркене пăхăнманни нуша патне çул хывать те. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, инкек ытларах таврана каç сĕмĕ çапсан пулать. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Çуран çӳрекенсен ытларах çутă тум-тир тăхăнма тăрăшмалла е тĕттĕмре кăтартакан паллăсем çакмалла. Кун пек чухне водительсем сире аякранах курĕç». Хĕлле уйрăмах тимлĕ пулмаллине аса илтереççĕ çул çӳрев хăрушсăрлăхĕн инспекцийĕн ĕçченĕсем. Çуран каçмалли каçăсенче çын, ача кӳлеписене вырнаçтарни те водительсен тимлĕхне, яваплăхне ӳстерет. Черетлĕ рейдра ятарлă вырăнсене пăхмасăр ăçта килнĕ çавăнта çул урлă каçакан чылай пулчĕ. Кашнийĕнпех йĕрке хуралçисем калаçу ирттерчĕç, çăмăлттайлăх мĕн патне илсе çитернине курăмлăн кăтартса пачĕç. Хула урамĕсенче халăха çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине асăрхаттаракан автобуса та курма пулать. Вăл эрне тăршшĕпех çӳрĕ.

12+
21 просмотр
3 года назад
13 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии