Добавить
Уведомления

Ĕç вырăнĕ хушăнать

Чӑваш Енре ҫитес вӑхӑтра 4 000 ытла ӗҫ вырӑнӗ йĕркелĕç. Кун пирки республикăри экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов ҫӗршывӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Максим Решетников ирттернӗ канашлура пӗлтерчӗ. Дмитрий Краснов социаллӑ пурнăçпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программинче 4 000 ытла ӗҫ вырӑнӗ уҫма пӑхса хӑварнине ӗнентернӗ. Ăна аталантарма пуҫланӑранпа юлашки виҫӗ ҫулта 1414 ӗҫ вырӑнӗ уҫӑлнӑ. 2023–2024-мĕш ҫулсенче 3 пин те 140 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хушӑнмалла. Унсăр пуçне Çĕнĕ Шупашкарти тата Патăрьел районĕнчи индустри паркĕсен инженери инфратытăмне туса пĕтермелле. 205 çемьене ипотека кредичĕпе субсидилемелле. 2022-мĕш çулта Чăваш Ен «Экономикăн, социаллă тата патшалăх управленийĕн тытăмĕнче цифра трансформацийĕ» мероприятие хутшăнса социаллă экономика аталанăвĕн уйрăм программине кĕрекен пĕртен-пĕр регион пулнă. Ун тӑрӑх, 2022-мĕш ҫулта кӑна 75 пысӑк тухӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Дмитрий Краснов каланă тăрăх, регион хăй çине илнĕ яваплăха палăртнинчен те маларах туса пĕтерет. «2023-мĕш çул пире Çĕнĕ Шупашкарта уйрăм экономика лапамне хута яни кăтартусене çĕклеме май парать», – терĕ. Çĕршыври промышленноç тата суту-илӳ министрĕ Денис Мантуровпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ ирттернĕ ĕçлĕ тĕл пулура çĕршыври экономика министрĕн çумĕ Дмитрий Вахруков Чăваш Республикин Правительствине тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă.

12+
93 просмотра
3 года назад
22 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии