Добавить
Уведомления

Этнографи диктанчĕ çырчĕç

Тăван çĕршыв историне, тăван халăх йăли-йĕркине пĕлетĕр-и? Тавра-курăм шайне этнографи диктантне çырса тĕрĕслеме пулать. Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн акци Раççейри мĕн пур регионта пуçланчĕ. Пирĕн республикăра ăна çырас текенсем Чăваш патшалăх наци музейĕнче пуçтарăнчĕç. Кирек мĕнле тĕнпе пурăнсан та, кирек мĕнле чĕлхепе калаçсан та ырăпа усал, пурнăçра хаклакан енсем пуриншĕн те пĕр. Диктанта шăпах çак тĕллевпе йĕркелеççĕ те, халăхсен уйрăмлăхне, эппин пуянлăхне кăтартма, эпир пурте хамăр çĕршыва пĕр тан юратнине çирĕплетме. ГЕРОНТИЙ НИКИФОРОВ: «Диктанчĕн тĕп тĕллевĕ вăл – халăхăн тĕрлĕ енлĕ пурнăçне, унсăр пуçне культура енĕпе мĕнле уйрăмлăхсем пулнине тата çи-пуçĕ те, йăла-йерке те кĕрет. Паллах, çак диктанта çырма хутшăнакансен тĕллевĕ ĕнтĕ вăл хăйсен ăс-хакăлне, пултаруллăхне кăтартасси. Эпĕ пĕрре мар хутшăннă, темиçе те хутшăнса куртăм. Ыйтăвĕсем питĕ йывăрах мар. Вăл тест формиллĕ, анчах кăштах шухăшлама тивет. Çырма пултаракансем тата хутшăнакансем кăмăлпа çак диктантра хăйсен пĕлĕвне кăтартасса шанатпăр». Акцие хутшăнакансен 45 минутра 30 ыйтăва хуравламалла, вĕсенчен 20-шĕ Раççей историйĕ пирки, 10-не вара регионти йĕркелӳçĕсем кунти халăх пурнăçĕпе çыхăнтарса йĕркелеççĕ. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Ку ыйтăвĕсем пĕтĕмпе халăхсен культурипе çыхăннă. Хăш-пĕр ыйтăвĕсем çине шухăшласа илсе хуравне шутласа тупма пулать. Анчах та хăш-пĕр ыйтăвĕсенче тĕрлĕрен япаласем çинчен ыйтаççĕ. Герб çинче мĕнле кайăк вырнаçнă, сăмахран, хăш халăхăн. Çакăн пек ыйтусем маншăн кăшт йывăртарах пулчĕç». Акци Раççейри мĕн пур регионта чӳк уйăхĕн 8 мĕшĕччен иртет. Ыйтусене онлайн мелĕпе хуравлас тетĕр пулсан miretno.ru сайта кĕмелле. Диктанта виçĕ чĕлхепе тухма пулать: вырăсла, акăлчанла тата испанла. Пĕтĕмлетĕвĕсене пĕр уйăхран пĕлтерĕç. Иртнĕ çулти кăтартусене илес пулсан пирĕн республикăра пурăнакансем историе япăх мар пĕлни çирĕпленнĕ, Раççейри вăтам кăтарту 54 балл пулсан пирĕн республикăра диктант çыракансем вăтамран 57 балл пуçтарнă, мĕнпур ыйтăва тĕрĕс хуравласа 100 балл илекенсем те пулнă.

12+
75 просмотров
3 года назад
3 ноября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии