Мобилизаципе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç
Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннисене мĕнпе пулăшаççĕ? Мобилизациленнисене мĕнпе тивĕçтереççĕ? Ку тата ытти ыйтăва Чăваш Енри Общество Палатин пайташĕсем Чăваш Республикин çар комиссариатĕнче тăрăшакансемпе тишкерчĕç. Тĕл пулу «Пĕр сехет министрпа» проектпа килĕшӳллĕн иртрĕ. Ятарлă çар операцийĕнчен таврăннисен вырăнти çар комиссариачĕн уйрăмне çитмелле. Кунта вĕсене пулăшу илме, документсене хатĕрлеме пулăшĕç. Аманнă çар çыннисене 3 миллион тенкĕ таран, çывăх çыннисене çухатнă çемьесене 5 миллион тенке яхăн парĕç. Мобилизациленнисене тата хăй ирĕкĕпе çар операцине хутшăнакансене кирлĕ тум-тир тата хатĕр параççĕ-и? Республикăри çар комиссарĕн çумĕ Евгений Ищенко каланă тăрăх, салтаксене Раççей хӳтĕлев министерстви çар тумĕпе тата ытти кирлĕ хатĕрсемпе кашнине тивĕçтерĕ. Чăваш Енри предпринимательсемпе ыр кăмăллă çынсем те ку ĕçе тăрăшса хутшăнаççĕ. Хăйсен ирĕкĕпе салтаксене кирлĕ япаласем туянса параççĕ. Кунта «Пĕрле» фонд тӳпи те пысăк. Вĕрентӳ учрежденисенче ОБЖ предметне пуçламăш çар хатĕрленĕвне кĕртме сĕнчĕç. Çамрăк каччăсем хĕсметре çулталăк тăни те çителĕксĕр. Вăл малтанхи пек 2 çула яхăн пулмалла, палăртрĕç общество палатин пайташĕсем.