Аграрисене студентсем пулăшаççĕ
Çанталăк çумăрлă тăнине пула республикăри аграрисен «иккĕмĕш çăкăра» пухса кĕртессипе çыхăннă йывăрлăхсем пур. Паянхи кун тĕлне республикăри мĕнпур лаптăкăн 78 процентне кăларса тирпейлĕнĕ, анчах хирсенче тата пĕр пин çурă гектара яхăн çĕр улми тăрса юлать. «Чăваш Ене килекен çумăрсем ял хуçалăх ĕçченĕсене шар кăтартма пултараççĕ, çавăнпа та юлашки кунсенче вырмана вĕçлеме тăрăшмалла», – палăртнă Чăваш Енри ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри район администрацийĕн пуçлăхĕсемпе ирттернĕ ларура. Çĕр улмине юр айне хăварма парас мар тесе аслă шкулсенче вĕренекенсем те туслă йышпа хире тухнă. Лекци вырăнне – уй-хирти ĕç. Чăваш патшалăх аграри университечĕн студенчĕсем хальхинче пĕлӳ çуртĕнче мар, уçă сывлăшра, çут çанталăк ытамĕнче. Хастар çамрăксем Муркаш районĕнчи «Ударник» пĕрлешĕве çĕр улми пуçтарса кĕртме пулăшаççĕ. Ăмăртмалла ĕçленĕрен уй-хир те самантрах пушансах пырать. Акă, пĕр сехет çурăрарах çамрăксем 3 йывăр машинăна çĕр улми тултарчĕç. Хăйсен ĕçĕпе студентсем аграрисене пысăк пулăшу кӳреççĕ. Самантпа усă курса çамрăксем çĕр улми вăрлăхĕсемпе те паллашаççĕ. «Ударник» пĕрлешӳре, сăмахран, пысăк тухăçлă тата элитăлă вăрлăхсем лартнă. Вĕсен йышĕнче «Невский», «Ред Скарлет», «Ривьера». Хирти ĕç – туслăха çирĕплетет, кăмăла çĕклет, тупăш та парать. Çĕр улми пуçтарама хутшăнакан кашни çамрăках предприяти ертӳçисем укçапа хавхалантараççĕ. «Туслă йышпа, пĕрлехи вăйпа кирек мĕнле ĕçе те, тĕллеве те пурнăçлама май пур», – палăртаççĕ студентсем.