Çуралнă куна халалланă акци
Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче «Тăван радион» çуралнă кунĕ. Вăл тăхăр çул тултарать. Уява халалласа радио ĕçченĕсем ятарлă акци пуçарнă. Вăл эрнипех пырать. Тĕплĕнрех – пирĕн сюжетра. «Тăван радио» ĕçченĕсем Шупашкарти пĕр-пĕр вырăна çитсе тӳрĕ эфира шăнкăравлаççĕ, хăйсем ăçта пулнине пĕлтереççĕ. Асăннă адреспа çитекен виçĕ водитель хаклă парнеллĕ пулĕç. Хальхинче чи пĕрремĕш Ирина çитрĕ. Шăпах вăл тĕп парнене – хăват памалли хатĕре – тивĕçрĕ. ИРИНА: «Эпĕ, тĕрĕссипе каласан, кашни çул кĕтетĕп пуль. Кашни çул ман çавăн пек ĕлкĕрес килет ăçта та пулсан лекме, ăçта та пулин тăрăшатăп хутшăнма. Мĕншĕ тесен эпĕ «Тăван радиона» кашни кун итлетĕп. Çавăнпа «Тăван радио» çуралнă кунĕ маншăн та питĕ пысăк уяв». Акци эрнипех пырать. Ăна тăван радион çуралнă кунне халалланă. Парнеллĕ пулас тесен 12:00 сехетрен пуçласа 13:00 сехетчен «Тăван радио» итлемелле. ВИКТОР: «Эпĕ «Тăван радиона» кашни кунах итлетĕп. Савăнатăп эсир çавнашкал чи илемлĕ юрăсем парса тăван халăха пурне те савăнтарнăшăн. Çавăнпа та сире пысăк тав. Иксĕлми телей сирĕн. Паянхи çуралнă кун ячĕпе сире чун-чĕререн саламлатпăр». Иккĕмĕш килнĕ Виктор «Тăван радио» паллиллĕ свитера тивĕçрĕ. Ăшă тум-тир илнипе вăл кăмăллă юлчĕ. Виççĕмĕш килнĕ Геннадий вара куркаллă пулчĕ. ГЕННАДИЙ: «Эпĕ «Тăван радио» кашни кун итлетĕп. Çак черетлĕ çуралнă кун ячĕпе сире саламлатăп. Ялан «Тăван радио» итлĕр». Виçĕ водителе те тимĕр утсене пĕр хут çума сертификатпа тивĕçтерчĕç. ЕКАТЕРИНА ЛУКИЯНОВА: «Çак эрнекун «Тăван радио» хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать. Çавăпна та çак уяв вăл пирĕн кăна мар, радиоитлекенсен те. Пирĕнпе пĕрле пĕр хум çинче яланах пуласса шанатпăр. Çуралнă кун ячĕпе».