Ĕç укçи парăмĕ чакать-и?
Çулталăк пуçланнăранпа республикăра шалу парăмĕ 3 миллион тенкĕ ытла чакнă. Раштавăн 1-мĕшĕ тĕлне тăватă организацири 72 çын умĕнчи парăм 4 миллион ытла тенкĕ шутланнă. Ĕç укçипе çыхăннă ыйтăва Правительство çуртĕнче çĕклерĕç. Ĕçлекен çынна кашни уйăхра икĕ хутчен шалу памалла. Анчах хăш-пĕр предприяти организаци ертӳçисем ку тивĕçе пурнăçламасăр саккуна пăсаççĕ. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлеменнисен тĕлĕшпе йышăнакан мерăсем лару-тăрăва лайăх енне улăштарма пулăшни куç кĕрет. Кăçалхи çул пуçламăшĕпе танлаштарсан раштав уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç укçи парăмĕ 87 процент чакнă. Республикăра ĕç укçи мĕнле тӳленине вара куншăн яваплисем çирĕп сăнаса тăраççĕ. 738 çын умĕнчи 28 миллион тенкĕ парăма тӳлесе татнă. Пĕлтĕрхи вун пĕр уйăхра, сăмах май, 2149 ĕçчен умĕнчи 37 миллион тенкĕлĕх шалу парăмне парса татнă. Чăваш Республикин патшалăх ĕç инспекцийĕн ертӳçи Алексей Метелкин каланă тăрăх, шалу тӳлес енĕпе Ĕçлев саккунĕсене пăснăшăн должноçри 61 çынна, 29 юридици сăпатне, 7 усламçăна штрафланă, 199 асăрхаттару хатĕрленĕ, тăватă организаци ертӳçи тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарас ыйтупа тухнă. Ларура 2023-2025-мĕш çулсем валли пĕрле канашласа ĕçлеме виçĕ енлĕ килĕшӳ çирĕплетрĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ, Чăваш Енри ĕç паракансен пĕрлĕхĕ тата Чăваш Республикинчи «Чăвашрессовпроф» профсоюз организацийĕсен пĕрлĕхĕн социаллă ĕçтешлĕхĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев каланă тăрăх, килĕшӳ экономикăн пур тытăмăн аталанăвĕпе тачă çыхăннă.