Каялла тавăрма май пур
Кăçалтан физкультурăпа сывлăх сыхлавĕн пулăшăвĕпе усă курнăшăн налук тытса юлнă пайне каялла тавăрма пуçларĕç. Çакна çитес çул та тумай май килĕ. Çак кунсенче Раççей Федерацийĕн спорт министерстви 2023-мĕш çулта физкультурăпа сывлăх сыхлав пулăшăвĕсене кӳрекен организацисемпе предпринимательсен списокне çирĕплетнĕ. Вĕсене ку тытăмăн сайтĕнче «Спортпа туслă пулнăшăн налук пайне каялла тавăрасси» уйрăмра тупма пулать. Кунпа малалла «Гарант» компани паллаштарать. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Физкультурăпа сывлăх сыхлавĕн пулăшăвĕпе усă курнăшăн налук тытса юлнă пайне каялла тавăрма пулать. Кунта пēр самант пур. Çак пyлăшупа тивĕçтерекен организацисем Раççей Федерацийĕн спорт министерстви йĕркеленĕ тата тытса пыракан ятарлă переченьре пулсан çeç cоциаллă налук вычетне тутарма пулать» Перечене лекмеллин хăйĕн йĕрки пур: организацире физкультурăпа спорт тĕп ĕç шутланмалла, кунта тăрăшакансен профильлĕ пĕлĕвĕ вăтам профессиллинчен кая мар кирлĕ. Организацин пулăшупа тата таварпа тӳрĕ кăмăлпа тивĕçтерменнисен реестрĕнче те пулмалла мар. 2022-мĕш çулта тепĕр улшăну та пулчĕ. Малтан налук тытса юлнă пая 18 çул тултарман ачашăн çеç каялла тавăрма пулнă. Халĕ вара 24 çул тултарманнисемшĕн те илме пулать, анчах ку ачан куçăмсăр майпа вĕренмелле. Республика кăларăм валли Алина Сусметова, Павел Иритков