Çĕнтерӳçĕсене чысларĕç
«Цифрăллă Чăваш Ен» республика конкурсĕн çĕнтерӳçисене чысларĕç. Журналистсемпе блогерсен конкурсне пиллĕкмĕш хут йĕркелерĕç. Унта 53 ĕçе тишкернĕ. Вĕсенчен ытларах пайĕнче республикăра IT-специалистсене хатĕрлессине, ялсене интернетпа тивĕçтерессине, цифра хăрушсăрлăхне ӳстерессине тĕпченĕ. «Хăвăрт тата меллĕ» статья «Ĕç ялавĕ» хаçатра пичетленнĕ. Ăна Етĕрне район хаçачĕн тĕп редакторĕ Лилия Петрова çырнă. Статьяра вăл банк карттипе усă куракан ял çыннисем пирки тишкернĕ. Унăн паха енĕсене уçса панă. Лилия Петрова «Укçа-тенкĕ çаврăнăшĕнче хальхи технологипе усă куракан Чăваш Ен» ятарлă номинацинче çĕнтернĕ. Калем ăсти ытти конкурсра та хастар хутшăнать. ЛИЛИЯ ПЕТРОВА: «Кăçал эпĕ икĕ конкурса та хутшăнтăм. «Цифрăллă Чăваш Ен» тата «Чăваш Ен террора хирĕç». Икĕ конкурсĕнче те çĕнтерме тиврĕ. Иккĕмĕш вырăн йышăнтăм антитеррор темăпа. Енчен те шкула террорист кĕчĕ пулсан, учительсен мĕн тумалла, ачасен мĕн тумалла. Мĕнле çухалса каймалла мар вĕсен». Тӳресем Чăван наци телерадикомпанин ĕçченĕсене те палăртрĕç. «Эпĕ IT суйлатăп» номинацинче çĕнтерӳçĕ ята Юлия Важенина «Цифра кочĕ» кăларăмшăн тивĕçрĕ. Ку номинацинче иккĕмĕш вырăна Татьяна Молоковăна пачĕç. «Чăваш Ен – цифра регионĕ» номинацинче виççĕмĕш вырăна Екатерина Ракчеева тивĕçрĕ. Чăваш наци радиовĕнче вăл ку темăпа чылай кăларăм хатĕрленĕ. «Кашни çурта – интернет» номинацинче вара Надежда Андреева та виççĕмĕш вырăн илнĕ. "Тăван радиора" вăл «Çивĕч интервью» кăларăм хатĕрленĕ.