Аннесене чысларĕç
Анне – чи ăшă, çепĕç сăмах тĕнчере. Ача-пăчашăн та, çитĕннĕ çыншăн та вăл чи хаклă та хисеплĕ вырăнта. Аннешĕн вара хăйĕн тĕпренчĕкĕнчен хакли çук. Чӳк уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче Пĕтĕм тĕнчери Аннесен кунне паллă тăватпăр. Çак уява халалласа Правительство çуртĕнче нумай ачаллă амăшĕсене чысларĕç. Мария Изванова пилĕк хĕр ача амăшĕ. Шăпăрланĕсем пурте ӳссе çитĕннĕ ĕнтĕ. Вĕсем пурте патшалăх тытăмĕнче тăрăшаççĕ. МАРИЯ ИЗВАНОВА: «Ачаран ĕçлеме вĕрентнĕ ачасене. Çав йывăрлăхсене эпир сисмен. Пирĕн вăхăтра çулталăк ачасене пăхса ларнă хыççăн ĕçе тухмалла пулнă. Ĕçе тухнă вăхăтсенче аслисем пăхса ларнă пирки эпир вĕсене шаннă». Мария Андреевна халĕ тивĕçлĕ канура. Çапах та ĕçсĕр лармасть вăл. Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕн пурнăçĕнче хастар хутшăнать. Ветерансен канашне ертсе пырать, Кайри Ункăпуç ял старостинче тăрăшать. Ачасене тĕрĕс воспитани панăшăн Мария Андреевăна Чăваш Республикин «Анне» ача амăшĕн мухтавĕн паллипе чысларĕç. Ку наградăпа тата ытти хĕрарăма та хавхалантарчĕç. «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе виçĕ çемьене чысларĕç.