Ĕçпе те, юн парса та пулăшаççĕ
Раштав уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççейре çăлавçă кунĕ. Унччен тата икĕ эрне пулин те, синкерлĕ лару-тăрупа кĕрешекенсем профессиллĕ уява паллă тума пуçланă. Вĕсем «Донор кунĕ» акци пуçарнă. Çынсене пулăшасси вĕсен тĕп тивĕç. Хăйсен ĕçĕпе кăна мар юн парса та пулăшу кӳресшĕн синкерлĕ лару-тăру министерствин Чăваш Енри управленин ĕçченĕсем. Юн париччен шур халатлисем тĕплĕн тĕрĕслеççĕ – унăн пусăмне виçеççĕ, гемоглобин виçине тишкереççĕ. АЛЕКСЕЙ ЯБЛОКОВ: «Эпĕ килнĕ çынсене пулăшма, кам чрезвычайлă саманана лекнĕ çынсене, кама халех юн кирлĕ çынсене пулăшас тесе ĕмĕтпе. 22-мĕш хут паратăп юна. Кашни çул юн пама тăрăшатăп. Манăн юн камăн та пулин пурнăçне çăласса шанатăп». Синкерлĕ лару-тăрăва пĕтерессипе тимлекенсем çулталăкне икĕ хут юн параççĕ – ака уйăхĕнче пушар хуралĕн кунĕ умĕн тата раштавра çăлавçă кунĕ умĕн. Ырă пуçару вунă çул ытла – 2011-мĕш çултанпа пырать. Акцие кашнинчех сахалран та аллă çын хутшăнать. Кăçала та çак хисепрен кая мар. Ку йышра хисеплĕ донорсем те, çак çул çине пĕрремеш хут тăракансем те пур. Шур халатлисем юн пани усăллă та пĕлтерĕшлĕ пулнине те палăртаççĕ. Юн çĕнелет, çынна та пулăшан. Пурнăçне çак ĕçе халлаланă çынсем професси уявне урăхла паллă тума та пултараймаççĕ.