Добавить
Уведомления

Çĕнĕ варкăш

Халăха турттаракан транспорт ĕçĕ-хĕлĕ çĕнелет. Хальлĕхе маршрутсем улшăнмаççĕ. Çакă нумайлăха мар. Контракт тата свидетельство вăхăчĕ тухсан çĕнĕлĕх пулатех. Шупашкар агломерацинче халăха турттаракан транспорт пахалăхне ӳстерессипе йĕркеленĕ ларура çакăн пирки калаçрĕç. Транспорт ĕç-хĕлне çĕнетмелли çинчен калакан документа вĕçленипе пĕрех. Унта хуласен аталанăвĕ пирки ăнлантарни те пур. «Халăха турттарасси меллĕ, çĕнĕ стандартпа килĕшӳллĕн, чи кирли вара – хăрушсăр пулмалла» – çакă документра тĕп вырăн йышăнать. Çĕнĕлĕхе 2023-2027-мĕш çулсенче пурнăçа кĕртме палăртаççĕ. Çавна май ĕçсем пуçланнă та. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти муниципаллă троллейбус предприятийĕсен никĕсĕ çинче Чăваш Енри патшалăхăн халăха турттараканĕ пулмалла. Ку муниципаллă маршрутсенчи транспорт ĕç-хĕлне малашне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тишкерсе тăрĕ. Çакăн пирки калакан саккун проектне кĕçех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн сессийĕнче пăхса тухмалла. Çитес икĕ çулта республикăна 153 çĕнĕ троллейбус килмелле. Çĕнĕлĕх пурнăçа кĕрсен Шупашкар агломерацийĕпе 146 çулпа халăха транспорт турттармалла. Кирлĕ хутсене хатĕрленĕ чухне транспорт ĕçне пĕтĕмĕшле тишкерсе расписание те, çӳремелли çулсене те шута илнĕ. Паллах, пĕрлехи тариф тăвассине те мала кăлараççĕ. Çак пĕрлехи çул çӳрев билечĕ йĕркелеме май памалла.

12+
42 просмотра
3 года назад
20 декабря 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии