Добавить
Уведомления

Чăваш Енре пĕлӳ пухаççĕ

Донецк тата Торез электротехника завочĕн специалисчĕсем Чăваш Ене пĕлӳ пухма килнĕ. Вĕсем Шупашкарти электоаппаратура заводĕнче вĕренеççĕ. Кунта илнĕ пĕлӳ Мариупольти заводсен ĕç-хĕлне йĕркелеме пулăшмалла. Торез тата Донецк электротехника завочĕсенче халĕ промышленность тытăмне аталантармалли оборудованисем кăларассипе, хуласемпе ялсене çĕклессипе ĕçлеççĕ. Халĕ шăпах çак хатĕрсене туянакансем йышлă. Чăваш Ене килнĕ Донецк тата Торез электротехника завочĕн специалисчĕсем ăсталăха тĕрлĕ енлĕ туптама тăрăшаççĕ. Вĕсем чăн-чăн профессионалсенчен пĕрре те кая мар. Шупашкарти заводра вăй хуракансем те вĕсене пур енлĕн пулăшма тăрăшаççĕ. Специалистсем иртнĕ эрнере чертежсене вулама вĕреннĕ, оборудованисене вырнаçтарассипе ĕçленĕ. Шупашкарти электоаппаратура завочĕ, Донецк тата Торез завочĕсен ĕçре те пĕрпеклĕхĕ нумай. Çапах та технологи тĕлĕшĕнчен уйрăмлăхсем пур. Халĕ шăпах вĕсене тĕпчеме тивет. Пухнă пĕлӳпе тухăçлă ĕçлеме май парать те. Специалистсем Чăваш Енре тата 2 эрне вĕренме палăртаççĕ. Çак вăхăтра вĕсем электротехника хатĕрĕсене тумалли меслетсене ăша хывса ĕçре усă курма палăртаççĕ.

12+
31 просмотр
3 года назад
18 октября 2022 г.

, чтобы оставлять комментарии