Кăвак çулăм çитет
Виççĕшĕ вĕр çĕнни пулать, теприне çĕнетĕç. Сăмах çутçанталăк газĕпе ĕçлекен котельнăйсем пирки пырать. Йăлăма тинех кăвак çулăм çитет. Çурçĕр поселокĕнчи котельнăйне çĕклесе пĕтернĕ. Çывăх вăхăтра вăл ĕçлесе каймалла. Вăхăт ыткăнчĕ мала, ырлăх çитрĕ халь яла, «кăвак çулăм» ăшăтайрĕ килсерен кĕре-кĕре. Чăнах та, Вячеслав Круглов сăввинче палăртнă евĕр Çурçĕр поселокĕнче пурăнакансем патне те ырлăх çитрĕ. Малашне вĕсене нимĕнле шартлама сивĕ те хăратаймĕ. МАРИЯ КОЗЛОВА: «Газĕ пулсан лайăх. Вутă та кирлĕ мар вара. Пире – ватă çынсем, газĕ шутсăр кирлĕ, лайăх». Çурçĕр поселокĕнче Мария Козлова çур ĕмĕр ытла пурăнать. Ялтан брикет заводне ĕçлеме килнĕ вăл. Кунтах çемье çавăрнă, ачасем ӳстернĕ. МАРИЯ КОЗЛОВА: «Батарайсене угольпа хутса пурăнчĕç. Квартирта газ балонĕсемпе усă кураççĕ. Газне пурте кĕтеççĕ». Кĕтекенсен шутĕнче Наталья Степанова та. Поселокра вăл вуннăмĕш çул пурăнать. Кăвак çулăм çитни пурнăçа çăмăллатасса шанать вăл. НАТАЛЬЯ СТЕПАНОВА: «Пирĕн йывăрлăхсем çавах пулкалаççĕ. Газ балонĕсене хулана илсе çӳремелле. Çавăнпа та ĕнтĕ халь ун пек йывăрлăхсем пулмаççĕ. Пĕр газ балон икĕ-виçĕ уйăхлăха çитет. Кăвак çулăм пирĕн поселока килнĕ майăн эпир питĕ савăнатпăр». Çурçĕр поселокĕнче вунçичĕ нумай хваттерлĕ çурт. Унта 400 ытла çын пурăнать, тепĕр 60 çын – уйрăм çуртсенче. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Северный поселокне кăмрăкпа çак котельнăй ăшăтса тăрать. Кунта виçĕ кăмака. Халĕ çанталăк ăшă пулнипе пĕрне кăна хутаççĕ. Талăкне пĕр кăмака хутма пĕр тонна çурă кăмрăк кирлĕ». Кăмрăкне кăçал та çителĕклĕ хатĕрленĕ. Кивĕ котельнăйпе пĕрлех çĕннине çĕкленĕ. Кунта икĕ кăмака, кашнин хăвачĕ пĕр мегаватпа танлашать. Поселока кăвак çулăм яма пурте хатĕр. Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче çĕнĕ котельнăй хута каймалла.