Ятарлă сасă асăрхаттарать
Сывлăшра пĕр-пĕр пăлхану, радиаци хăрушлăхĕ пулсан, хими тревоги чухне, ейӳ тухса шыв илес хăрушлăх килсен ятарлă сасă сигналĕ пулать. «Пурте тимлĕ пулăр» тесе асăрхаттарсан вăл е ку вырăнта мĕнле инкек пулнине пĕлтереççĕ. Ятарлă сасăпа асăрхаттарнине илтсенех телевизор е радио ямалла. Вĕсем урлă шăпах синкерлĕ лару-тăрура мĕн тумаллине пĕлтереççĕ. АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Внимание всем» сигнала илтсессĕн шыв, газ ăшăтакан хатĕрсене сӳнтермелле. Тата кантăк-чӳречесене тачă хупмалла, пӳлĕмсене сывлăш кĕмелле мар тумалла. Ятарлă хӳтĕлев хатĕрĕсемпе усă курмалла. Вĕсен шутне ватно-марлевая повязка тата респираторсем кĕреççĕ». Хăрушă хими хутăшĕсем сывлăша лексен сыхланмалли çинчен манмалла мар. Кунта та хăйĕн йĕрки. АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Хлор сывлăшран йывăртарах, çавăнпа та çӳллĕ этажлă çуртсенче пурăнакансен çӳлти этажсене хăпарма тăрăшмалла. Амиака илсессен, вăл сывлăшран çăмăлтарах. Çавăнпа та ун чухне подвалсенче тата айлăмлă вырăнсенче пытанмалла». Кунта çакна та палăртса хăвармалла, кирек мĕнле синкерлĕ лару-тăру сиксе тухсан та кирлĕ документсене пĕрле илмелле. Çак сĕнӳсемпе тĕплĕнрех Чăваш Республикин гражданла оборона тата синкерлĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн сайтĕнче паллашма пулать. Сăмах май, ку енпе чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енре вĕрентӳ пулать.